Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑхпа çыхӑнса ӗçлекен специалист кунӗ ячӗпе саламлани
Хаклӑ юлташсем, хисеплӗ ӗçтешсем!
Халӑхпа çыхӑнса ӗçлекен специалист кунне кӑçалхипе çирӗммӗш хут паллӑ тӑватпӑр. Ку вӑл çыхӑну чӑн-чӑн ӑстисен – пресс-секретарьсен, маркетологсен, бренд-менеджерсен, социаллӑ сетьсенче хӑйсен страницисене тытса пыракансен тата ыттисен – уявӗ.
Ҫак 20 çул хушшинче эсир чӑннипех ӗçлеме вӗренсе çитрӗр. Ҫав хушӑрах сирӗн ӗç-хӗлри мелсем, информацие илсе çитермелли каналсем питӗ вӑйлӑ улшӑнчӗç. Информацие хӑвӑрӑн аудитори кирлӗ пек йышӑнтӑр, унпа пӗлсе усӑ куртӑр тесен ӑна тӗрӗс, туллин те ӑнланмалла илсе çитерни çав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Сирӗн ӗç кирлӗлӗхӗ кунран кун ӳссе пырать.
Паянхи кун сирӗнтен кашниех тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе анлӑн усӑ курса - кунта ручкӑран пуçласа нейросеть таранах кӗрет - тӗрлӗ пулӑм, ӗç-пуç, тавар, пулӑшу кӳмелли ӗç тӗлӗшпе шухӑш-кӑмӑл йӗркелет кӑна мар, çынсен ӑс-тӑнне те, чӗрине те витерет, пуçлӑхшӑн объективлӑ хире-хирӗçле çыхӑну та йӗркелет.
Пурте пӗрле вара, професси пӗрлӗхӗпе, эсир республикӑн ырӑ енлӗ имиджне аталантаратӑр, Чӑваш Ене пурӑнмалли чи лайӑх вырӑн пек кӑтартса унӑн ырӑ ятне чапа кӑларатӑр!
Сире уяв ячӗпе чунтан саламлатӑп, çирӗп сывлӑх, пултарулӑхра çитӗнӳ, информаци уйӗнче - ырӑ хыпар-хӑнар, хавхалану, телей сунтӑп!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев