Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийӗн Тинӗс-çар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийӗн Тинӗс-çар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ Чӑваш Ен çыннисем! 

Ҫар морякӗсене тата ветерансене Раççей Федерацийӗн Тинӗс-çар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Паян эпир хӑйне Тӑван çӗршыва парӑнса уншӑн ӗçлесе пурӑнассине  халалланисене тата çар тивӗçне пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑçлакансене чыслатпӑр. Эсир Тӑван çершыва хӳтӗлессишӗн тата çӗршыва хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерессишӗн хӗсметре тӑни чи пысӑк хисепе тивӗç.

Тинӗс çарӗ тӗлӗшпе Раççей виçӗ ӗмӗре яхӑн ӗнтӗ чи мӑнаçлӑ çӗршывсенчен пӗри шутланать.  Чӑваш Ен Раççей çар флочӗн аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывнине палӑртма кӑмӑллӑ. Хамӑрӑн ентешсемпе –  тинӗс чиккисенче пирӗн çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсемпе, флот учрежденийӗсен тата предприятийӗсен ӗçченӗсемпе, Раççей Хӗç-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсемпе – мухтанатпӑр.

Ҫак кун флот ветеранӗсен ячӗпе ырӑ сӑмах каламаллах. Сирӗнтен пирӗн çамрӑк ӑру тӗслӗх илет, паха професси ӑсталӑхне хӑнӑхса пырать.

Тӑван çӗршыва чунтан парӑннӑшӑн, ӑна хӳтӗленӗшӗн сирӗнтен кашнине тав тӑватӑп. Андреевски ялавӗ пирӗн Тинӗс-çар флочӗн мӑнаçлӑхне, хӑватне палӑртса яланах çӳлтен çӳлте вӗлкӗштӗр!

Сире пурне те çирӗп сывлӑх, пуçӑнакан мӗн пур ӗçре ӑнӑçу, тинӗс анлӑшӗнче çӗнтерӳ çунатӑп.

 

Чӑваш Республикин  Пуçлӑхӗ                 Олег Николаев



28 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter