45-64 ҫулсенчи арҫынсен вӑхӑтсӑр вилес хӑрушлӑх питӗ пысӑк

45-64 ҫулсенчи арҫынсен вӑхӑтсӑр вилес хӑрушлӑх питӗ пысӑк

Кун пирки  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркӑра палӑртнӑ.   Правительство ҫуртӗнче канашлӑва пухӑннисем 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта халӑха диспансеризаци кӑларнин кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ, хӑш-пӗр  самантсем пирки тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.

Диспансеризаци кӑтартӑвӗсем ҫапларах пулнӑ:  сывлӑхлӑ (I ушкӑнри ҫынсем) халӑхӑн 19,8% шутланать, II ушкӑн сывлӑх (вӑраха кайнӑ чирсем аталанас хӑрушлӑх пысӑк) халӑхӑн 9% пур, III-мӗш ушкӑн йышне  мӗнпур ҫынсенчен – 71,2%  кӗрет. Чирлессин тытӑмӗнче чӗрепе юн тымарӗсен системин, вар-хырӑмпа аптракансем, сахӑр диабечӗпе нушаланакансем чылайрах пурри сисӗнет имӗш.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла палӑртса каланӑ: «Диспансеризаци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, паллӑ, ҫынсем епле чирсемпе вӑраха кайса чирленисем. Апла пулсан, кун пек профилактика ӗҫӗсене туса йӗркелени, ҫынсен чирӗсене малтанхи тапхӑрсенчех тупса палӑртма май парать.  Вӑраха кайса ан чирлес мар тесен,  чир-чӗрсене туххӑмрах тупса палӑртса, вӑхӑтра сипленни питӗ аван.  Арҫынсем, 45-64 ҫултисем, туххӑмрах чирлесе ӑнсӑртран пурнӑҫран уйрӑлса кайнисен шучӗ пысӑкрах пулни вара пурсӑмӑра та шухӑша ярать.  Риск пур граждансемпе тӑтӑшрах ӗҫлемелле, вӗсен чирӗсене тупса палӑртса, вӑраха кайса чирлессинчен сыхӑ кулленех тӑмалла.  Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствине ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илме ыйтатӑп.  Чи паха ӗҫ опычӗсене тӗпе хурса, вӗсемпе анлӑрах усӑ курса пыма тӑрӑшмалла.  Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, диспансеризаци тухма пӗр кану кунӗ илме те юрать.  Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви нумай чухне, предприятисемпе организацисене тухтӑрсене ҫитсе килме сӗнет, вырӑнтах кирлӗ пек специалистсене ҫынсен сывлӑхне хаклама май паракан анализсем тума сӗнет. Кун пек ӗҫе пуҫарса ярсан, вӑхӑта та перекетлеме аван», - тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ республика Пуҫлӑхӗ.   

Пулать тепре чухне ҫавӑн пек кӑлтӑксем, ҫынсем ӗҫкӗпе иртӗхсен, пирус таврашне туртсан, спортпа туслӑ пулмасан хӑвӑртрах хавшама пуҫлаҫҫӗ. Сывлӑх туххӑмрах начарланма тытӑнсан вара, пурнӑҫран та уйрӑлса каясси часах пулӗ. Кун пек ан пултӑр тесен, пурин те сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнмалла. Хамӑрӑн сывлӑхшӑн ытларах пирӗнтен кашни яваплӑ. Кун пирки вара никамӑн та манмалла мар.       

Сывӑ мар апатлану, пирус туртни, эрех-сӑрапа иртӗхни, вӑрах инфекциллӗ мар чирсем аталанас хӑрушлӑхӑн тӗп факторӗсем шутланаҫҫӗ. Юнри холестерин шайӗ пысӑкки те тепре чухне инкек кӑларса тӑратма пултарать.  Ку енӗпе диспансеризаци тухнисенчен 52,2 проценчӗн  чир пур тесе палӑртнӑ специалистсем.



29 июля 2024
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter