Шкулсенчен вӗренсе тухакансенчен ытларах пайӗ Чӑваш Енри аслӑ шкулсене вӗренме кӗрет

 «Кӑтарту аван пулни куҫ кӗретех.  Шкултан вӗренсе тухакансенчен ытларахӑшӗ  Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсене  вӗренме кӗме кӑмӑл туни сисӗнет.   Ҫамрӑксем хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине анлӑлатма регионти аслӑ шкулсенче вӗренсе тавра курӑмлӑха пуянлатма пикенеҫҫӗ.  Эпир пуҫарнӑ ӗҫе – преподавательсене, ашшӗ-амӑшӗсене тата шкул ачисене хӑйсене май килнӗ таран явӑҫтарса пырассине малалла та тӑсмалла», –  тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен планеркӑра.

Сӑмах май, учительсене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑлармалли пирки те чарӑнса тӑнӑ.  

«Кӑштах пӑшӑрхантарать, педагогсене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларас ыйту ҫине ҫителӗклӗ таран тимлӗх уйӑрманнишӗн.  Кашни муниципалитетра кадрсен потенциалне пысӑклатса пырассишӗн тӑрӑшса, яваплӑха туйса ӗҫлесе пыма пикенмелле.  Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине  ыйтӑва тарӑн тишкерӳ туса пама хушатӑп», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Ҫамрӑксене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларма квотӑсем парса тивӗҫтерес ӗҫе утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫленӗ республикӑра.  Кӑтартусем ҫапларах: И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне тата  Чӑваш патшалӑх аграри университетне ҫамрӑксене тӗллевлӗ вӗрентме кӗртес ӗҫе туллин 100 процента ҫити пурнӑҫланӑ пулсан,  И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне  вара палӑртнӑ кӑтартуран ҫуррине кӑна, 55 процента ҫити ҫеҫ пурнӑҫланӑ имӗш.  

Паянхи пурнӑҫ таппишӗн уйрӑмах ӗҫ профессисем пӗлтерӗшлӗ. Пысӑк технологисене тӗпе хурса ӗҫлеме вӗренес текенсен йышӗ те сахал мар. Строительство пайӗнче, промышленноҫ тытӑмӗнче те  вӑй хурас текенсем йышлӑ. Апла пулсан, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн паха специалистсем пулса, ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулса ҫитӗнессишӗн вӗренес текен туйӑм пысӑк пулни куҫ кӗретех.  

Ачасене вӗрентме ятарлӑ (кoррекци) шкул хыҫҫӑн профессисемпе 160 вырӑн пӑхса хӑварнӑ: пахчаҫӑ, каменщик, ҫӗвӗҫ, повар, столяр текенсем те сахал мар.

Аслӑ пӗлӳри чи кирлӗ ҫул-йӗрсем: ҫӗр ҫинчи транспортпа технологи хатӗрӗсем, ҫӗр йӗркеленӗвӗ тата кадастрсем, ветеринарипе санитари экспертизи, информатика тата шутлав техники, хими.  Абитуриентсем ытларах пушар хӑрушсӑрлӑхне, информаци технологийӗсене, медицинӑна, строительствӑпа электротехника специальноҫӗсене, шкулчченхи пӗлӗве тата пуҫламӑш классенче вӗрентессине, экономикӑна тата бухгалтери учетне суйлаҫҫӗ.

Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш хут ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисем техникумсемпе колледжсене приоритетлӑ йӗркепе, урӑхла каласан, конкурссӑр,  вӗренме кӗрейреҫҫӗ.

 



30 июля 2024
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter