«Пирӗн ҫемьере ҫапла» конкурса Чӑваш Енре те пуҫарса ярасшӑн

«Пирӗн ҫемьере ҫапла» конкурса Чӑваш Енре те пуҫарса ярасшӑн

Ҫӗнӗ шухӑша Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден илекенсемпе тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен ҫӗнтерӳҫӗ-ҫемьесемпе иртнӗ тӗлпулура  палӑртнӑ. «Пирӗн ҫемьере ҫапла», «Ҫулталӑкри ҫемье» ятлӑ ӑмӑртура мала тухнисем уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарнӑ регион Пуҫлӑхне.  Тӗлпулӑва Алексеевсен, Шишовсен, Чубаровсен, Зайцевсен, Павловсен-Алексеевсен, Пермяковсен ҫемйисем хутшӑннӑ.

Зайцевсен ҫемйи Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗни паллӑ пулнӑ. Ӑмӑртура юрӑ -ташӑ, вӑйӑ-кулӑ, сӑвӑ калассипе пӗринчен тепри ӑста пулнӑ. Раҫҫей тӗрлӗ регионӗсенчи тата республикӑри ялсенчен килнӗ хӗрарӑмсем ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

 «Зайцевсен ҫемйине яланах  кирлӗ пек сӗнӳсем парса пулӑшма хатӗр. Эпир вӗсене хамӑр енчен тав сӑмахӗсем каласшӑн. Эсир пирӗн мӑнаҫлӑх, сирӗнпе эпир мӑнаҫланатпӑр. Хӑвӑрӑн вӑй-хӑватӑра туйса, малалла та ҫирӗппӗн аталанса, ҫемье туприне упрама тӑрӑшӑр.  Ҫемье – обществӑн ячейки, патшалӑх тӑнӑҫлӑхӗ. Хальхи условисенче эпир Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, йӑла-йӗркесене упраса хӑварасси ҫинчен калаҫатпӑр. Ача-пӑчасене ӳстерсе тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтересси тӗп тӗллевсенчен пӗри яланах пулнӑ ҫемьесемшӗн», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Нумай ачаллӑ ҫемйесем – ыттисемшӗн яланах паха тӗслӗре пулнине тепӗр хут асӑнса хӑварнӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Республика Правительстви умӗнче вӑл ҫитес 2-3 ҫул валли палӑтнӑ тӗллевсем пирки каласа хӑварнӑ.  «Кашни ҫемье вӑхӑтра патшалӑх енчен кирлӗ пек пулӑшӑва тивӗҫтӗр тесен, вӑхӑтра мӗнпур условисене йышӑнса хӑварма тӑрӑшмалла, пирӗнтен кашнин яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пымалла. Ҫемье хӑйне ҫирӗп туйтӑр, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме, аталанма, вӑй хума пултартӑр,  ачасене ҫитӗнтерсе патшалӑха юрӑхлӑ ҫынсем пулма вӗрентчӗр тесен, хӑтлӑ условисем  йӗркелемелле. Ун чухне тин ӗмӗтсем пурнӑҫланӗҫ, ҫынсем хӑйсене лайӑхрах туйма пуҫлӗҫ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Пуҫлӑх.     

2023 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнакансем Раҫҫейӗн 89 регионӗнчен тата тӗнчери 81 ҫӗршывран 587 пин ытла ҫын  пулнӑ.  Финала Чӑваш Енри 3 ҫемье – Павловсен – Алексеевсен, Пермяковсен тата Алексеевсем тухнӑ. 

Конкурса хутшӑннӑ Любовь Алексеева ҫапларах палӑртса каланӑ: «Йӗркелӳҫӗсем питӗ лайӑх конкурса туса пачӗҫ. Ҫакӑн пек конкурссене хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ – ҫакӑ аслисемпе ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет, тавра курӑмлӑха аталантарма пулӑшать. Эпир яланах пӗр чӑмӑрта пулнӑ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йӑла-йӗркесене вӗренсе ӑша хывса пытӑмӑр», – тенӗ вӑл.  «Ҫемьере ҫӗнӗ йӑласем ҫуралчӗҫ. Чи илӗртӳллӗ те пархатарлӑ ӑмӑрту - чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартса парасси пулчӗ», – тенӗ Любовь Алексеева.

 «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн» председателӗ Наталья Николаева ҫемьесене хӑйсене ҫак конкурса йӗркелекенсенчен пӗри пулма сӗннӗ.  Ҫӗнӗ конкурсра яланах пӗр-пӗринчен ыррине вӗренме май пуррине те палӑртнӑ вӑл.  «Социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе эсир пысӑк тӳпе хывтӑр», – тесе палӑртса каланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.  «Эсир тухӑҫлӑ социаллӑ практикӑсене тиражлама майсем туса пама, ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерме тата ашшӗ-амӑшне ӑнланса илме пулӑшатӑр», – тенӗ Наталья Николаева. 

 Кӗскен кӑна: 

Ҫӗмӗрлери нумай ачаллӑ Зайцевсем Пӗтӗм Раҫсейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтернӗ, ку номинацире вӗсем  мала тухса, пысӑк хисепе тивӗҫнӗ.

Алексейпа Татьяна Зайцевсем пӗлтӗр республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, халӗ Раҫҫей шайӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ, «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире  ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

21 ҫул пӗрле пурӑнакан Зайцевсем - педагогсем, вӗсем  тӑватӑ ывӑлне  тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. 



31 июля 2024
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter