Авӑн уйӑхӗнче пулакан суйлавра Чӑваш Енри 9 округра 79 депутата суйлӗҫ
Тӗп суйлав ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле округӗсенче иртӗ, хушма суйлавсем – Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне округӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те пулать. Суйлава 303 кандидат тӑратнӑ, депутатсен 79 мандатне илме пултарӗҫ. Конкурс республикипе пӗр вырӑна вӑтамран 4 ҫынна пырса тивет.
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗпе Евгений Шевченкӑпа ирттернӗ тӗлпулура паллӑ пулнӑ. Ертӳҫӗсем авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тӑхӑр хула тата муниципалитет округӗсенче суйлава епле хатӗренни пирки кӗскен сӳтсе явнӑ.
«Халӗ пысӑках мар суйлав кампанийӗ пырать, пурӗ 9 суйлав, республикӑри 150 пин суйлавҫӑ сасӑлама пултарӗ, анчах 8200 ытла ҫын дистанци сасӑлавӗ валли заявленисем пани хавхалантарать. Ку ҫак пӗрлӗхлӗ сасӑлав кунӗ пынӑ май сасӑлама пултаракансенчен 6% пулать. Урӑхла каласан, сирӗншӗн дистанциллӗ электронлӑ сасӑлав ҫӗнӗлӗх мар, халӑх хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ ку мелпе сасӑлама. Ҫакӑ та пире чӑнласах та, савӑнтарать», – тесе палӑртса каланӑ хӑй шухӑшне сумлӑ хӑна Евгений Шевченко.
Олег Николаев Раҫҫейӗн ЦИК пайташне республикӑн суйлав тытӑмне шаннӑшӑн тата суйлавра ҫӗнӗ сервиссемпе усӑ курма май туса панӑшӑн тав тунӑ. «ДЭГ Чӑваш Ен ҫыннисен, хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ сервиссене пӑхӑнса тӑракан суйлавҫӑсен, республика цифровизаци енӗпе малта пыраканнисен йышӗнче. Ҫакӑ пире кашни гражданина хӑйӗн суйлав прависене пурнӑҫламалли майсене май килнӗ таран анлӑн татса пама пулӑшать. Ҫынсем хӑйсен регион аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнма пултараҫҫӗ. Влаҫа, суйлав системине ытларах та ытларах шанаҫҫӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.