Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлӑш-десант çарӗсен кунӗпе саламлани
Хисеплӗ Сывлӑш-десант çарӗсенче хӗсметре тӑракансем тата ветерансем!
Сире Сывлӑш-десант çарӗсен кунӗпе саламлатӑп!
Сывлӑш-десант çарӗсем яланах Тӑван çӗршывӑн интересӗсене хӳтӗлеççӗ, кирек хӑш самантра та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен вырӑнӗнче, тӑшмана хирӗç тӑма хатӗр. Сирӗнте çар çыннин чи паха енӗсем – паттӑрлӑх, тивӗçе пурнӑçлассинчен пӑрӑнманни, çапӑçури юлташсемшӗн шанчӑклӑ çын пуласси – палӑраççӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче тата XX, XXI ӗмӗрсенчи хӗç-пӑшаллӑ çапӑçусенче Тӑван çӗршыва хӳтӗленисен ячӗсем çӗршыв историне ылтӑн сас паллисемпе кӗрсе юлнӑ. «Пирӗнсӗр пуçне никам та!» – çак девизпа Раççей сывлӑш-десант çарӗсен ырӑ йӑлисене тивӗçлӗн малалла тӑсса чӑваш десантникӗсем паян ятарлӑ çар операцийӗсене хутшӑнаççӗ. «Кӑвак беретсем» лартнӑ тӗллеве чыслӑн пурнӑçлаççӗ, шалти вӑйне, харсӑрлӑхне, никам хуçайми çирӗп кӑмӑл-туйӑмне кӑтартаççӗ. Эпир сирӗнпе мӑнаçланатпӑр, çитӗнекен ӑру вара сирӗн пек пулма ӗмӗтленет.
Хӗсметри ӗçсене тӳрӗ кӑмалпа туса пынӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Десантниксен пӗрлӗх çирӗп туйӑмӗ пирӗн çӗршывӑн мӑнаçлӑхӗн тата унӑн çыннисен тӑнӑçлӑхӗн никӗсӗ пултӑрччӗ! Сире тата сирӗн çывӑх çыннӑрсене вӑрӑм кун-çул, çирӗп сывлӑх тата çемьере ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев