2025 ҫулта Канаш хулине 100 ҫул ҫитнине уявлас тӗлӗшпе Чӑваш Енре Правительство комиссине йӗркелеме палӑртнӑ

2025 ҫулта Канаш хулине 100 ҫул ҫитнине уявлас тӗлӗшпе Чӑваш Енре Правительство комиссине  йӗркелеме палӑртнӑ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш хули 99 ҫул тултарнине тата Чукун ҫул ӗҫченӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире пӗлтернӗ.

 «Паян эпир Канаш 99 ҫул тултарнине тата чукун ҫул ӗҫченӗн кунне уявлатпӑр. Ҫак пӗрлешӳ хула характерне тата унӑн аталанӑвӗн тапхӑрӗсене палӑртать, 99 ҫул тултарнине уявланӑ май 100 ҫул ҫитни пирки шухӑшлатпӑр. Паян Канаш – кал-кал аталанакан хула, промышленность предприятийӗсем, ӗҫ укҫин ҫӳллӗ шайӗ тата бюджет тивӗҫтерӗвӗ  кирлӗ пек шайра пурнӑҫланса пырать. Социаллӑ инфраструктура та ҫирӗп . Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса, республика Правительстви тӑрӑшнипе, хула ҫыннисен пуҫарӑвне тата хула администрацинче тӑрӑшакансене пула эпир юлашки ҫулсенче хулана тата та лайӑхрах  ҫӗнетме пултартӑмӑр. Ачасем  паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан шкулсенче ӑс пухса, хӑйсен тавракурӑмлӑхне ӳстерсе пыраҫҫӗ. Олимпиадӑсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсенче чаплӑ кӑтартусем кӑтартса, харпӑр хӑй аталанӑвӗн малашнехи ҫул-йӗрӗсене суйлама пултараҫҫӗ. Пирӗн производствӑна тата ытти сферӑна пысӑк профессионаллӑ специалистсемпе тивӗҫтерекен вӗрентӳ организацийӗсем пур. Пирӗн сирӗнпе питӗ пысӑк резервсем тата малашлӑх пур, вӗсене эпир ҫывӑх вӑхӑтра уҫса парса пурнӑҫа кӗртсе пама тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май.

 «Пур улшӑну та кунта хӑйӗн ҫӗрне юратакан ӗҫчен халӑх пурӑннипе, вӑй-халне пӗрлештерсе килӗштерсе ӗҫлеме пултарнипе кӑна пулса пырать. Малашне те ҫапла пуласса шанса тӑратӑп, мӗншӗн тесен урӑхла пулма юрамасть пирӗн.  Хамӑрӑн ентешсене Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватпӑр.  Тӑван тӑрӑха каялла чӗрӗ те сывӑ таврӑнччӗр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех туса пама тӑрӑшатпӑр. Йӑлтах пулать пирӗн», – тенӗ вӑл.

Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков сӑмаха пуҫланӑ май ҫапларах палӑртса каланӑ: «Канашӑн пуянлӑхӗ те, телейӗ те, пуласлӑхӗ те питӗ лайӑх. Канашлу ирттерчӗҫ, хулан пулас уявне, ҫӗр ҫулхи юбилейне сӳтсе яврӗҫ. Уява яланах уйрӑмах тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра Канаш ҫитес 100 ҫула хатӗрленнӗ май бизнеспа, предпринимательсемпе, тӗрлӗ сфера представителӗсемпе тӗл пулса хула хӑйӗн ҫӗр ҫулне тивӗҫлипе паллӑ тутӑр тесен мӗнле утӑмсем тумаллине сӳтсе явма та палӑртса хурӑпӑр», – тенӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ “СпецВагонДеталь” тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн тӗп инженерне Андрей Михайлова,  Михайлов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн преподавательне Лолита Гайнутдиновӑна, хула администрацийӗн экономикӑпа пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн ведущий специалист-экспертне Оксана Михайловӑна тав сӑмахӗсем парса хавхалантарнӑ.

Ҫавӑн пекех Канаш хулин кунне уявланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чукун ҫул организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Тӗлпулура чукун ҫул транспортне аталантарас  ыйтусене сӳтсе явнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ инфратытӑма модернизацилес,  пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерес ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ.



05 августа 2024
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter