Чӑваш Ен тытӑмӗнчи кибератакӑсене «Солар» ГК тупса тытса чарма пулӑшӗ
Патшалӑх пулӑшӑвӗсен Порталне хӳтӗлессипе ӗҫлет палӑртнӑ ушкӑн.
Информаци хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе ӗҫлекенн сферӑра ҫитес пиллӗк ҫулта палӑртнӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртессипе «Солар» Группа компани тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси пирки ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ыйту питӗ пӗлтерӗшлӗ,уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцийӗсене ирттернӗ тапхӑрта хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑна тухса тӑрать.
Чӑваш Республикин Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022–2024-мӗш ҫулсенче усал ӗҫ тӑвакансем пӗтӗмпе пире хирӗҫ 7,8 млн хут атакӑсем туса ирттернӗ. Республикӑри ӗҫ тӑвакан органсен информаци инфратытӑмне тӑтӑшах йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнине те пӗлтернӗ, кӑтарту пысӑк, кӑҫал кӑна 1,5 млн хут сиен кӳнӗ вӗсем. Утӑ уйӑхӗнче кӑтарту тата ӳснӗ, 2,3 хут нумайрах пулни те куҫ кӗретех пулнине асӑннӑ ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем, пӗлтӗрхи ҫул ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, кӑҫал кун евӗр тӗслӗхсем самай чылай тенӗ вӗсем.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла палӑртса хӑварнӑ: «Эпир пурнӑҫра усӑ курмалли мӗнпур процессене тӗрлӗ цифрӑллӑ сервиссемпе, тӗрлӗ инструментсемпе, платформӑсем урлӑ йӗркелетпӗр. Пирӗн тӗллев – ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. Сирӗн компани ку ыйтупа питӗ чаплӑ ӗҫлеме пӗлет. Паха ӗҫ опычӗ сирӗн ыттисемшӗн тӗслӗхре. Кулленех пире хирӗҫ ӗҫлекенсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ меслетсене усӑ курса, вӗсемпе халӑха йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Апла пулсан, пирӗн те хамӑрӑн пӗлӳ шайне ӳстерни, йывӑрлӑхсене парӑнтарма пӗлни паха. Ыйту ку тӗлӗшпе питӗ актуаллӑ пулса тӑрать», – тесе чӗнсе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ «Ростелеком» ПАО информаци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ӗҫлекен вице-президентпа, «Солар» ГК генеральнӑй директорӗпе Игорь Ляпуновпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра.
«Ростелеком» ПАО информаци хӑрушсӑрлӑхӗн вице-президенчӗ, «Солар» ГК генеральнӑй директорӗ Игорь Ляпунов сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла каланӑ: «Халӗ Чӑваш Енре цифровизаци ҫӳллӗ шайра пурнӑҫа кӗрсе пырать. Раҫҫейри ытти нумай регионтан лайӑхрах аталанса пырать пирӗн республика. Ку енӗпе инфобез, кибератака тӑвассинчен сыхласси пысӑк тӗллев шутланать. Эпир, пӗр енчен, патшалӑхӑн пӗтӗм пысӑк IT-системисене, патшалӑх пулӑшӑвӗсене, соцблока, вӑй структурисене ҫӗр проценчӗпех хӳтӗлетпӗр, хакерсемшӗн ку пайсем питӗ кӑсӑклӑ шутланаҫҫӗ имӗш», – тенӗ вӑл.
«2023 ҫулта Украина НАТО киберцентрне кӗнӗ. Эпир пире хирӗҫ вӑйсен шайӗ питӗ пысӑк ӳснине куратпӑр. Урӑхла каласан, инфраструктурӑна кӗрсе пыракан ушкӑнсем пысӑк профессионалсем, вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑрах туххӑмрах талпӑнса асӑннӑ сферӑсене вӗсем кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ. Каярах вара, шӑпах та вӗсем нумайӑшсене йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ те. Пирӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракансене хирӗҫ чӑрмав кӳме пӗлмелле. Кулленех мониторинг тумалла, хӑрушсӑрлӑх темине кулленхи пурнӑҫра малти вырӑна кӑларса тӑратмалла. Ыйтӑва куҫран вӗҫерме юрамасть, май пур таран кирлӗ пек мерӑсене вӑхӑтра тата туллин йышӑнса хӑварма тӑрӑшмалла», - тесе асӑрхаттарса каланӑ тепӗр хут хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Енӗн Цифра министерствин ертӳҫи Михаил Степанов.