Шупашкар хули 555 ҫул тултарнине уявламалли программӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ирттернӗ канашлура тӗплӗн пӑхса тухнӑ

 Хула хӑйӗн юбилейне планпа килӗшӳллӗн хатӗрленсе пырать. Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов уява хатӗрленсе хулана хӑйне евӗр ҫӗнӗ композицисене тӗпе хурса илемлетсе пынине  пӗлтернӗ хӑйӗн сӑмахӗнче.  Юхан шыв портне, чукун ҫул вокзалне, канупа культура паркӗсене, кӗперсене, хулан тӗп урамӗсене хитрелетсе, тавралӑха тирпей -илем кӗртнине те палӑртнӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Хулари обществӑлла транспорта та юбилей ячӗпе хӑйне евӗр палӑртса хитрелетсе пынине хыпарланӑ  вырӑнти пуҫлӑх.  Сӑмахран, хулара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ объектсем хута кайнӑ, арт-объектсем хӑнасене уйрӑмах питӗ кӑсӑклантарма пултарасса шанса каланӑ  вӑл.    

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫарнӑ май, ҫапла палӑртнӑ: «Система йӗркелекен предприятисемпе организацисене уйрӑмах пысӑк тав.  Вӗсем уяв мероприятийӗсене хапӑл тусах хутшӑнма кӑмӑл тӑваҫҫӗ.  Укҫа-тенкӗ енчен те тӗрев парса пулӑшни сисӗнет.  Пӗрле тӑрӑшсан, уяв кӑсӑклӑ иртессине шанас килет.  Пур ҫӗрте те йӗрке хуҫаланассине, хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑна тухассине те ӗненетпӗр»  тенӗ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн сӑн-сӑпатне упраса, ӑна тата та хӑтлӑрах тӑвассишӗн пурин те ырми-канми тӑрӑшмаллине, хӑнасемпе яланах тарават пулмаллине чӗнсе каланӑ, уяв программине пурин те хутшӑнса, пӗрне-пӗри савӑк кӑмӑл-туйӑм парнелеме сӗннӗ.

Уяв кунӗсенче хулара обществӑлла транспорта ҫӳретмелли графика кӑштах урӑхлатма, халӑх валли ытларах ҫӳретме плана кӗртнӗ.  Шалти ӗҫсен пайӗнче тӑрӑшакансем, хулапа пӗрле халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пирки ыйтусене тарӑн пӑхса тухмалли пирки тепӗр хут асӑрхаттарса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.      



06 августа 2024
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter