Спорт федерацийӗсен йышӗнчисен регионти субсиди вуншар хут ӳсме пултарӗ
Кун пирки ҫӗнӗлӗх ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев спортсменсемпе тата тренерсемпе Физкультурник кунӗ умӗн иртнӗ тӗлпулура хыпарланӑ. Вӑл ҫитес ҫулта спорт федерацийӗсем валли регионти грант виҫине палӑрмаллах ӳстерме хушнӑ, халӗ вӑл 100 пин тенкӗпе танлашать. Кун пек йышӑну ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне тата та лайӑхрах аталантарса вӑй илтерме витӗм кӳрессине шанса каланӑ Пуҫлӑх.
Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Раҫҫей пӗрлештернӗ командисен йышӗнче чӑвашсем пулнине асӑннӑ, юлашки 5 ҫулта вӗсен йышӗ икӗ хут та нумайланнине палӑртнӑ. 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫул ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх вӗсен шучӗ 301 спортсмен, 2019 ҫулта – 154 ҫын пулнӑ. Ҫакӑ – республикӑн хальхи спорт историйӗнчи рекорд пулса тӑрать тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.
Пирӗн спортсменсен Пӗтӗм Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнсе илнӗ медальсен шучӗ самаях ӳснӗ, 2023 ҫулта – 1815 пулнӑ пулсан, 2019 ҫулта пурӗ те 1009 медале тивӗҫлӗ пулнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн ентешсем пухмача 1 097 медаль тултарнӑ.
«Ку питӗ лайӑх кӑтарту, вӑл пирӗн ӗҫсем тӗрӗс пулнине тата чӑнлӑх мала тухнине ҫирӗплетет. Массӑллӑ спорт мӗн чухлӗ анлӑрах аталанать, ҫавӑн чухлӗ кӑтартусем пысӑкрах пултарасси те куҫ кӗретех. Пысӑк ҫитӗнӳсемпе сире палӑрнӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп. Ӳлӗмрен те спортра пысӑк кӑтартусемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп. Сирӗнпе эпир яланах мӑнаҫланатпӑр. Пире эсир хавхалану туйӑмне яланах парнелетӗр», – тесе каланӑ мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
