Пурӑнмалли ҫурт-йӗр илме ӗмӗтленекенсене, кирлӗ пек хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама хатӗррине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе саламланӑ май палӑртса хӑварнӑ.
«Пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗн 105 ытла объектне – шкулсене, ҫулсене, спортпа культура ҫурчӗсене туса пӗтерсе хута янӑ. Ҫаксем пурте ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне улӑштарма пулӑшаҫҫӗ. Кунта эпир ҫынсене ҫурт-йӗр тӑвас ӗмӗте пурнӑҫлама пулӑшатпӑр. Ҫакӑ ытларах ҫавӑн пек граждансене пырса тивет, камсем патшалӑх енчен тӗреве тивӗҫме пултарайраҫҫӗ. Тӑлӑх ачасем, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесем кирлӗ пек условисемпе усӑ курса, патшалӑх енчен пулӑшӑва илейреҫҫӗ. Паллӑ, асӑннӑ категорисен шайӗнче те чи приоритетлисем пур-ха. Кунта сӑмах ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем пирки пырать. Енчен те арҫынсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ пулсан, вӑл ҫемьесене ытларах тимлӗх уйӑрма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, енчен те ҫынсем кулленех хваттер илес тесе черетре тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсене те графикпа килӗшӳллӗн ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме плана кӗртнӗ. Патшалӑх енчен кун валли те укҫа-тенкӗ хушса уйӑратпӑр», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
2020 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен регионта 2,9 млн ытла тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ, 2023 ҫулта 780 пин тӑваткал метр, ҫакӑ 15,6 пин ытла ҫемьене ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма май панӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче – 412,5 пин тӑваткал метр чухлӗ ҫурт-йӗр тунӑ. Ҫӗр ытла объект – спортпа сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, шкулсем, ача сачӗсем, культура ҫурчӗсем тунӑ. Вӗсем пӗтӗмпех халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма витм кӳреҫҫӗ. Кун пирки те асӑнса хӑварнӑ Пуҫлӑх сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Олег Николаев отрасль специалисчӗсене граждансене авариллӗ тата кивӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗшӗн тав тунӑ: «2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫа кӗрекен ҫӗнӗ программӑна кӗтетпӗр», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Сӑмах май, отрасле аталантарма, ӑна кадрсемпе тивӗҫтерме регионта вӗрентӳ инфраструктури аталаннине пӗлтернӗ вӑл. 2025 ҫулта Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн базинче «Профессионалитет» федераци проектне тӗпе хурса ҫӗнӗ вӗрентӳпе производство кластерӗ уҫӑлӗ. «Эпир вӑл е ку енпе специалистсем хатӗрлес вӑхӑта кӗскетме пултарӑпӑр, чи пӗлтерӗшли вара – пирӗн паянхи кунпа килӗшсе тӑракан дефицитлӑ профессисене хатӗрлемелли кирлӗ программӑсене йӗркелесси», – тесе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.
Техникумпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме регионти 11 организаци килӗшнӗ: Вӗсем: «СЗ «Инкост» АО, «СЗ «Стройтрест №3» АО, «СЗ «ТУС» АО, «СЗ «ГК «Регионжилстрой» АО, «СЗ «Отделфинстрой», «СЗ «СМУ-58», «СЗ «СК «Центр» тулли мар яваплӑ обществӑсем, «ЧЭАЗ», «ЧПО им. В.И. Чапаева» АОсем, «СЗ «КСК-ЧЕСТР» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Марий Эл и Чувашии ПАО «Т ПЛЮС» филиал.
Пуласлӑхри тӗллевсем те пысӑккӑ – приоритетлӑ йӗркепе социаллӑ инфратытӑма хӑтлӑлатасси, Шупашкар агломерацийӗн мастер-планӗн проекчӗсене пурнӑҫласси, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарасси. 2035 ҫул тӗлне республикӑра ҫулталӑкне 1 млн тӑваткал метр чухлӗ ҫурт-йӗр хӑпартасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.