Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ спортсменсем тата хастар пурнӑç йӗркине юратакансем!
Сире Физкультурник кунӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!
Спорт çынсене вӑй-хӑват парать, ырӑ шухӑш-туртӑм çуратать, кӑмӑл-туйӑма çирӗплетет тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та çӗнтерме вӗрентет. Чӑваш Енре пурӑнакансен йышӗнче сывӑ пурнӑç йӗркине тытса пыракансем нумайлансах пыраççӗ, чылайӑшӗшӗн спорт – пурнӑçӑн уйрӑлми пайӗ.
Чӑваш Ен, йӑлана кӗнӗ пекех, халӑха спорт сооруженийӗсемпе тивӗçтерессипе малтисен ретӗнче. 5 çулта пирӗн регионра 50 ытла спорт объектне юсаса çӗнетнӗ.
Физкультура юхӑмӗ, массӑллӑ спорт тата ӑмӑртусем çамрӑк, пултаруллӑ тата малашлӑхлӑ спортсменсене тупса палӑртма пулӑшаççӗ. Эпир республика чысне чи çӳллӗ шайра тивӗçлӗн хӳтӗлекен ентешӗмӗрсен çитӗнӗвӗсемпе мӑнаçланатпӑр. Спорта тӗревлемелли тытӑм тӑвассипе тӗллевлӗн ӗçленӗрен çулталӑк пуçланнӑранпа Раççейӗн пӗрлештернӗ спорт командисен йышӗсене Чӑваш Енрен 301 спортсмен кӗнӗ. Регионӑн спорт пӗтӗмӗшле историйӗнче çакӑ абсолютлӑ рекордпа танлашать.
Пирӗн пуласлӑх – ачасенче, çавӑнпа та республика пӗтӗм Раççейӗн «Губернатор лагерӗ» тата «Паттӑрсен çӗршывӗ» проекчӗсене хутшӑнать, «Zа самбо», «Самбо – школа», «Шахмат – шкула», «Футбол – шкула», «Картишри тренер» тата ытти проектсене пурнӑçа кӗртет. Чӑваш Енре пурӑнакансем ГТО нормисене пурнӑçлама хастар хутшӑнаççӗ. 10 çулта хӑйсен спортри тата кӗлетке пиçӗхӗвӗ мӗнлереххине 313 пин çын тӗрӗслесе пӑхнӑ. Федераци рейтингӗнче пирӗн республика ТОП-10 лидер регионсен йышне тӑтӑшах лекет.
Хаклӑ юлташсем, паянхи уяв кунӗнче спортсменсене, тренерсене, спорт юхӑмӗн ветеранӗсене тата физкультурӑна юратакансене спорта парӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Эсир сывӑ наци йӗркелес, пирӗн патшалӑх аталанӑвӗшӗн тата чечекленӗвӗшӗн тӑрӑшас ӗçре пысӑк тӳпе хыватӑр.
Сире çирӗп сывлӑх, пурнӑç хӑвачӗ, çитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев