Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строительсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строительсен кунӗ ячӗпе саламлани

Республикӑри хаклӑ строительсем! Отраслӗн хисеплӗ ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ – Строительсен кунӗ – ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш строителӗсен ӗçӗ пӗтӗм çершывӗпех чапа тухнӑ, ахальтен мар республикӑна строительсен тӑрӑхӗ теççӗ. Сирӗн ӗç вӑл яланах – хальхи вӑхӑтри мӗн пур стандарта шута илсе пынин, çӳллӗ шайри пахалӑхӑн гарантийӗ.  

Эсир пурӑнмалли хӑтлӑ хутлӑх, çӗнӗ ӗç вырӑнӗсем йӗркелетӗр, пӗтӗм çӗршывӑн экономикине аталантарма витӗм кӳретӗр. Пирӗнтен кашниех сирӗн ӗçӗн кӑтартӑвне курать: çуртсем, шкулсем, больницӑсем, парксем, скверсем – çаксем пурте халӑхӑн пурнӑç пахалӑхне, ырлӑх-пурлӑха йӗркелеççӗ.
20 пин ытла специалист тата виçӗ пин ытла строительство организацийӗ пирӗн республикӑн хӑйне евӗр архитектура сӑн-сӑпатне калӑплать. Вӗсем хамӑр çершыври строительство технологийӗсене ӗçе кӗртеççӗ, архитектурӑпа инженерире çӗнни шухӑшласа кӑлараççӗ, регионӑн истори еткерлӗхне упраççӗ, инфратытӑмра, пурӑнмалли çурт-йӗр строительствин тытӑмӗнче тата хӑтлӑх кӗртес ӗçре капашлӑ проектсем хута яраççӗ.
Уйрӑммӑн строительство отраслӗн ветеранӗсене  тав тӑватӑп, вӗсем пирӗн строительство комплексӗн çирӗп никӗсне хывнӑ, ӗç династийӗсем йӗркелесе хайсем мӗн пӗлнине çамрӑк ӑрӑва вӗрентсе пыраççӗ.

Сире хӑвӑрӑн ӗçе юратнӑшӑн тата чунтан парӑннӑшӑн, тӑван Чӑваш Ене аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп! Ырлӑх-сывлӑх, телей, хавхалантаракан çӗнӗ проектсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                              Олег Николаев



11 августа 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter