«МАШЗАВОД» промышленность технопаркне уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хутшӑннӑ

«МАШЗАВОД» промышленность  технопаркне уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хутшӑннӑ

40 пин тӑваткал метрлӑ промышленность валли уйӑрнӑ  территоринче 12 резидент вырнаҫнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑх сеялкисем, хӑмла пуҫтаракан комбайнсем, автобетононасоссем, ял хуҫалӑх машинисем, автоматизациленӗ складпа лифт системисем, камерӑсем, 4D-аттракционсем, йӗлтӗр трассисене хатӗрлемелли техника туса кӑлараҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах резидентсенчен хӑшӗ-пӗри импорта улӑштарас программӑсене хутшӑнӗ. Европӑри тата Азири хӑмла пухакан машинӑсем вырӑнне  ытти таварсене тирпейлесе кӑлараассипе тимлӗ. Ҫавӑн пекех СНГ, Бангладеш, Инди, Йемен, Казахстан, Куба, Пакистан, Сири тата Турци  ҫӗршывӗсене таварсене ӑсатӗ.

 «Эпир икӗ ҫул хушшинче ӑсталанӑ техника лайӑх кӑтартусемпе палӑрать. Производство калӑпӑшӗ асӑннӑ тапхӑрта икӗ хут ытла ӳснӗ. Ҫакӑ эпир тӗрӗс ҫул-йӗрпе пынине ҫирӗплетет»,   тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «МАШЗАВОД»-ра хӑмла типӗтмели хатӗрсем  ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑнине те каланӑ Пуҫлӑх. «Республика валли вуншар техника кирлӗ. Ытти кӳршӗллӗ субъектсенчи предприятисемпе организацисем те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ ппмрӗн ял хуҫалӑхӗнче усӑ курӑнакан техникӑсене. Эпир уйрӑм комбайнсем е хӑмла типӗтекен машинӑсем кӑна кӑларасшӑн мар, хӑмла тирпейлекен хатӗр заводсем тӑвасшӑн», тесе хыпарланӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ паркра хальхи  пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан конкурентлӑ пир-авӑр станокӗ йӗркеленнине те асӑннӑ.  Сӑмах май, промышленноҫӑн юлашки ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри пулнине те каланӑ вӑл. «Текстильмаш» Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче СССР валли кӑна мар, Варшава килӗшӗвӗн пур ҫӗршывӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ.  Вӑл саманара станоксем туса кӑларакан центр пулнӑ. Станоксене Беларуҫ Республикипе СНГ ытти ҫӗршывӗсем  те хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ . Апла пулсан, парка модернизацилени те аван пулӗ, е тата тӗпрен ҫӗнӗрен ылмаштарса ҫӗнетсен те вырӑнлӑ пуласси куҫ кӗретех. Кун пирки те тепӗр хут палӑртса каланӑ  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, парк валли  629 млн тенке яхӑн инвестици хывнӑ. Вӗсенчен 499,3 млн тенки – федераци уйӑрнӑ, «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑна аталантарас» нацпроекта тӗпе хурса субсиди уйӑрнӑ.  129,6 млн тенкӗ – бюджет мар куҫнӑ хушса тӳленӗ тӗрев.

2032 ҫул тӗлне  предприятисемпе организацисен тупӑшӗ 15,8 млрд ытла тенкӗпе танлашасси те куҫ кӗретех пулӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе резидентсен производствисене хӑвӑртрах модернизацилес тӗллевпе 2025 ҫултанпа вӗсене оборудовани туянма тӑкакланин тӳпине тӳрех 10% ӳстерме палӑртнӑ – 30-тан 40% таран.

Аса илтеретпӗр, маларах Олег Николаев пӗрремӗш пайӑр промышленность технопаркне «АБАТ» уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑччӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен «ВОЛГАХИМ» промышленность паркӗ уҫӑлмалла.

 



13 августа 2024
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter