Шупашкарти Октябрь кӗперне графикран чылай маларах туса пӗтерсе хута янӑ, транспортсене ҫӳретме ирӗк панӑ

Планпа киӗшӳллӗн малалла хулари Гагарин тата Калинин кӗперӗсене тӗпрен  юсаса ҫӗнетме палӑртса хунӑ.

Малалла Гагарин тата Калинин кӗперӗсене тӗпрен юсаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Октябрьский кӗперне  торжествӑлла пулӑмра уҫнӑ чухне пӗлтернӗ.  «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2024 ҫулта тӑватӑ кӗпере ҫӗнетсе хута яма палӑртнӑ. Объектсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушӑвне тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.  Мӗнпур ҫулсен пахалӑх шайне 85% процента  ҫити лайӑхлатса ҫитерме тӗллев лартнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла каланӑ: «Тӗпчев ӗҫӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн, паллӑ пулчӗ, хӑш-хӑш объектсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑрах юсаса ҫӗнетме пуҫласси. Чылайӑшне иртнӗ ӗмӗрсенчех тунӑ имӗш.  Юсав ӗҫӗсене те тӗпрен туса ирттерменни куҫ кӗретех. Кивелсе ҫитнӗ кӗперсем, ҫынсене хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Апла пулсан, вӗсене юсаса ҫӗнетес ыйту кун йӗркинчех тӑрать»,  тенӗ.  

Паянхи кӗпере графикран чылай маларах туса пӗтернӗ. «Строительсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тирпейлӗ туса пынӑ, яваплӑха туйса ӗҫлени те куҫ кӗретех. Паллӑ, объектсене тунӑ чухне, кӗтмен ҫӗртен хӑш-пӗр чӑрмавсемпе йывӑрлӑхсем те сиксе тухаҫҫӗ. Пур-пӗрех строительсем чарӑнса тӑман, ыйтусене пурне те уҫӑмлатса, кӗпере вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртнӗ. Чи пахи вара, объекта палӑртса хунӑ графикран маларах пурнӑҫа кӗртни.  Ҫул тӑрӑх ҫӳретме машинӑсене октябрь уйӑхӗнче кӑна ирӗк парасшӑн пулнӑ. Паян вара, палӑртма кӑмӑллӑ, хулан юбилейӗ умӗн ҫакӑн пек пысӑк парне пулса тӑчӗ пуриншӗн те ҫак асӑннӑ кӗпер. Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк. Калинин кӗперӗпе Гагарин кӗперне те юсаса ҫӗнетмелле.  Шупашкар агломерацине тӗпе хурса ытти объектсене те ҫӗнетсе улӑштарас ыйту кун йӗркинчех тӑрать», тенӗ вӑл.   

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков строительсене чун-чӗререн тухакан тав сӑмахӗсем каланӑ. «Чӑваш Енре чӑнласах та, ҫулсем питӗ паха. Ытти регионсемпе танлаштарсан ку тӑрӑхра ҫулсем ҫинче тирпей-илем хуҫаланни куҫ кӗретех.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тата унӑн команди тӑрӑшса ӗҫлет, федераци центрӗсемпе те вӗсем тачӑ ҫыхӑнура кулленех. Регион лайӑх аталанса вӑй илсе пытӑр тесе, чылай укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.  Малта тата та пысӑк ӗҫсем пире кӗтеҫҫӗ. Вӗсене те пӗрле тӑрӑшса пурнӑҫласа пыма шантаратпӑр. Уяв ячӗпе сире, пурне те! Ҫывхарса килекен Хула кунӗпе саламлатӑп», тенӗ депутат.  

Палӑртса хӑваратпӑр,  Октябрь кӗперне уҫнӑ май, хулана 555 ҫул ҫитнине палӑртса паян троллейбуссене юбилей тата Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули  логотипӗсемпе илемлетсе ҫул ҫине кӑларнӑ.   

 



15 августа 2024
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter