Промышленноҫ производствин индексӗн калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен Атăлçи федераци округĕнче 1-мӗш вырӑнта тӑрать

Промышленноҫ производствин индексӗн калӑпӑшӗпе Чӑваш Ен  Атăлçи федераци округĕнче 1-мӗш вырӑнта тӑрать

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ Правительство ҫуртӗнче эрнесерен пулакан планеркӑра 2024 ҫулхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тата республика бюджетне пурнӑҫласси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне паллӑ пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче, промышленноҫ производствин индексӗ 2023 ҫулхи  асӑннӑ тапхӑртипе танлаштарсан 122% ҫитнӗ. Тирпейлекен производствӑсен индексӗ 25% ӳснӗ. 2024 ҫулхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче сӗтел-пукан туса кӑларасси 2,9 хут нумайланнӑ, компьютерсемпе электронлӑ таварсем – 2,3 хут, хатӗр металл япаласем – 2,1 хут, металлурги – 1,3 хут кӑтарту хӑпарнӑ. Промышленноҫ производствин пӗтӗмӗшле индексӗпе тата тирпейлекен промышленноҫпа ҫыхӑннӑ таварсен калӑпӑшӗпе Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсем хушшинче Чӑваш Ен 1-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑвашстатӑн официаллӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗпе республикӑри ял хуҫалӑх производствин индексӗ 103,9 процентпа танлашнӑ,  Атăлçи федераци округĕнче иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.

 «Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленет ӗнтӗ, кӗҫех ҫулталӑк та пӗтет. Эпир хамӑр ҫине илнӗ ӗҫсене туллин пурнӑҫлатпӑр, ҫитес ҫулхи бюджета йӗркелес тӗлӗшпе хастар ӗҫлетпӗр. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ ыйтусене тӗпе хурса ҫӗнӗ бюджета пӑхса хӑварма тӑрӑшмалла. Контрактсене епле пурнӑҫланине те шута илмелле. Ҫулталӑка тивӗҫлӗн вӗҫлесе, ҫитес ҫулхи ӗҫсен хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырсан аван», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи тапхӑртипе илес пулсан  111,4%  ҫитнине хыпарланӑ. Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтернин калӑпӑшӗ – 106%  пулнине асӑннӑ. Пӗр сӑмахпа каласан кӑтартусем кӑҫал лайӑхрах пулни куҫ кӗретех.  

Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи утӑ уйӑхӗнче120,2 % ҫитнӗ. Чӑн ӗҫ укҫин ӳсӗмӗн хаклав темпӗ – 111% танлашнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, республика бюджечӗ тупӑш енӗпе ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 62,9 млрд тенкӗ калӑпӑшлӑ пурнӑҫланнӑ, 2023 ҫулхипе танлаштарсан 10,6% ӳснӗ, ҫав шутра харпӑр (налог тата налук мар) тупӑшӗ енӗпе – 38,2 млрд, ӳсӗмпе 21,8% чухлӗ хӑпарнӑ. Налук тупӑшӗ республика бюджетне кӗни 35,1 млрд тенкӗпе танлашнӑ, ку вӑл  пӗлтӗрхинчен 18,3% нумайрах.

Республика бюджечӗн кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчи тӑкакӗсем 50,5 млрд тенкӗпе танлашнӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан 4,5%  нумайланнӑ. Социаллӑ культура сферине 35,8 млрд тенкӗ янӑ, ӳсӗмӗ 6,0%. Инвестици тӑкакӗсене 5,5 млрд тенкӗ калӑпӑшпа пурнӑҫланӑ, ку вӑл  пӗлтӗрхинчен 8,4% ытларах. Чӑваш Республикин Патшалӑх парӑмӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 16,1 млрд тенкӗпе танлашнӑ.

 



20 августа 2024
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter