Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе  саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем, ентешӗмӗрсем!

Пурсӑра та Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫей триколорӗ – пирӗн хӑватлӑ ҫӗршывӑмӑрӑн никама пӑ-хӑнманлӑхӗпе суверенитечӗн, чапӗпе мухтавӗн символӗ. Вӑл, аслӑ хӑватлӑхпа иксӗлми вӑя тата йӑла-йӗркене шанчӑклӑн тытса пынине сӑнарласа, пӗтӗм Раҫҫейӗпех, хуласемпе ялсенче, мӑнаҫлӑн вӗл­кӗшет.

473 ҫул каялла Чӑваш Ен Вырӑс патшалӑхӗн йышне кӗнӗ, пирӗн республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах паян та хӑй аслӑ ҫӗршыв гражданинӗ пулнипе мӑнаҫланать. Эпир Раҫҫей Федерацийӗн аталанӑвне тата Чӑваш Республикин чечекленӗвне кунсерен пысӑк тӳпе хыватпӑр. Раҫҫей ялавӗ – патриотлӑхӑн тата Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чунтан парӑнса тӑнин тӗп символӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫар ҫапӑҫӑвӗсем пыракан тӑрӑхра вырнаҫса тӑракан тата Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлекен хӑюллӑ ҫынсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ шутланать.

Раҫҫей триколорӗ Раҫҫейре пурӑнакансене килес ӑрусемшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума яланах хавхалантарса тӑнӑ, халӗ те хавхалантарать тата малашне те хавхалантарса тӑрӗ!

 

Чӑваш Республикин

        Пуҫлӑхӗ                                                                Олег Николаев



22 августа 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter