Республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ

Республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ

 Республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтусем: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне вӗрентӳ учрежденийӗсене хатӗрлесе ҫитересси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене газ оборудованийӗсемпе тивӗҫтерессинче хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнасси, халӑха харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе  йышӑнасси тата ытти те пулнӑ.  

Кӑҫал ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли пӗрремш класа вӗренме  14,5 пин ача килӗ. Пӗтӗмпе шкула вӗренме килекенсем вара 152 пин ача пулӗ тесе шута илнӗ.  

Республикăри вĕренӳ учреждениийĕсенче юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрӳ пырать. Округсемпе хуласенчи шкулсемпе садиксем вĕренӳ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине кулленех тĕрĕслесе пыраҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне республикӑри 727 вӗрентӳ организацийӗнчен 649-шӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленсе ҫитнӗ.  Ыттисенче вара паянхи куна илес пулсан, тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе, тӗпрен юсав ӗҫӗсене туса пӗтерессипе, спортзалсене ҫӗнетсе улӑштарасипе хастар ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ. Юлашки çулсенче ялсенче вырнаçнă чылай шкулта ку енĕпе ырă улшăну пулчĕ. Çапах условийĕсем хальхи вăхăтпа килĕшсе тăман спортзалсем çав-çавах пур-ха.

Пĕлӳпе воспитани паракан учрежденисенчи спортзалсене юсассипе çыхăннă ыйту та – çивĕч. «Кашни ачан ҫитӗнӗвӗ» федераци проектне тӗпе хурса, 2024 ҫулта «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти 11 шкулти спорт залӗсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма федераци хыснинчен 27,4 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра палӑртнӑ хулара 8,16,17-мӗш шкулсенче ӗҫсене туллин пурнӑҫланӑ.  Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен, 7 спортзалта тӗпрен юсав ӗҫӗсене туса пӗтерме плана кӗртнӗ.  

Шкулсене тӗпрен модернизацилессипе йышӑннӑ федераци программине тӗпе хурса Патӑрьел, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата ытти хӑш-пӗр шкулсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, вӗсене валли 975,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

2024 ҫулта республика хыснин укҫи-тенкипе вӗрентӳ хатӗрӗсене туянма, кӗнекесем илме 50 млн тенкӗ тӑкакланӑ: математика, вырӑс чӗлхи, географи, ОБЖ тата ытти хӑш-пӗр кӗнекесене  тӗпрен ҫӗнетнӗ.

Кун йӗркинчи тӗп ыйту газ оборудованийӗсемпе пӗлсе тата тӗрӗс усӑ курасси. Хӗллехи тапхӑрта кӗтмен ҫӗртен кӑлтӑксем ан кӑларса тӑратччӗр тесен, хутса ӑшӑтмалли тытӑма, кӑмакасене кулленех тӗрӗслемелле. Чылай чухне, кӑмакасем юсавсӑр пулнине кура, пӑтӑрмахсем сиксе тухаҫҫӗ, ун чухне вара пушар алхасасси те часах пулӗ.  Кун пек ан пултӑр тесен, ыйту ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, асӑрхануллӑх тени малти вырӑна тухмалла.

Профилактика, халӑхпа  тӑтӑшах курса калаҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑк. Кил-ҫуртсенче 2024 ҫулта 7 уйӑх хушшинче пӗтӗмпе инкек пулнӑ тесе 4 тӗслӗхе шута илнӗ.  Газпа аптраса сывлӑха хавшатнӑ май, ӑнсӑртран 8 ҫын йывӑрлӑха тӳснӗ, 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Кӑтартусем пысӑк мар, пур-пӗрех хӑрушсӑрлӑха пурин те пӑхӑнмалла, тимлӗхе ҫухатма юрамасть.  Республикӑра 2024–2025-мӗш ҫулсем валли ятарлӑ комплекслӑ план пӑхса хӑварнӑ, газпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑнӑ ӗҫсене пурне те вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыма палӑртнӑ.  

Кун йӗркинчи тепӗр пысӑк ыйтусенчен пӗри – нумай функциллӗ центрсенче халӑха патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтересси.  Ку енпе ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе, мӗнпур ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухнӑ, кирлӗ пек мерӑсем йышӑнса хӑварнӑ.  Яланхиллех, информаци ушкӑнӗсен ертӳҫисем ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ, вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хурав панӑ, чылайӑшне ҫивӗч тӗрӗслеве илнӗ.  



22 августа 2024
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter