Тӗпрен юсав ӗҫӗсене туса ирттерме 30 объект валли Чӑваш Ен федераци енчен тӗрев пулассине шанать

Тӗпрен юсав ӗҫӗсене туса ирттерме 30 объект валли Чӑваш Ен федераци енчен тӗрев пулассине шанать

«2025–2027 ҫулсем валли  30 объекта хӑпартса лартма эпир 58 млрд тенкӗ  ыйтса заявка ҫыртӑмӑр. Вӗсене эпир федераци укҫи-тенкипе тума плана кӗртрӗмӗр, вӗсем: сывлӑх сыхлав, вӗрентӳ, культура, спорт, халӑха социаллӑ хӳтлӗх парас, ЖКХ, туризм объекчӗсем пулӗҫ.  Ҫавӑн пекех  республикӑн ял территорийӗсене аталантарас тӗллевпе те хӑш-пӗр ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев РФ строительство тата ҫурт-йӗрпе  коммуналлӑ хуҫалӑхӗн Министрӗпе  Ирек Файзуллинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра.

Калӑпӑр, Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонӗнчи шкула тӑвасси,  «Акварель» объекта та федерацинчен куҫма пултаракан пулӑшӑва тӑкаклама палӑртатпӑр.   Республикӑри ача-пӑча клиника центӑрне, хулари 7-мӗш номерлӗ спорт шкулӗ ҫумӗнче  маунтинбайк трассине хута яма, Патӑрьел тӑрӑхӗнче  интернат ҫуртне,  Сӗнтӗрвӗрринче тата Куславккара хӑш-пӗр уйрӑм объектсене,   Шуршӑл салинчи А.Г. Николаев ячӗллӗ музейе реконструкцилеме, Шупашкарти  «Труд» стадионта  футболла вылямалли лаптӑка хута ярасси те планра пур.   

Ертӳҫӗсем тӗлпулу вӑхӑтӗнче  ҫавӑн пекех «Ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн федераллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, ҫавӑн пекех «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» ҫӗнӗ наци проектне йӗркелессине сӳтсе явнӑ.

Раҫҫей статистики пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫичӗ уйӑхра Чӑваш Енре 450,2 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ. Ҫӗнӗ уйрӑм ҫурт-йӗр шучӗ ӳссе пырать – ҫак тапхӑртах 220,5 пин тӑваткал метр  чухлӗ пурнӑҫа кӗртнӗ. 821 пин тӑваткал метр пурӑнмалли лаптӑклӑ нумай хваттерлӗ 114 ҫурт тӑваҫҫӗ. Вӗсен хастарлӑ строительствине халӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли тата пурнӑҫа кӗртмелли патшалӑх программисемпе усӑ курас текенсен йышӗ нумай пулнипе  сӑлтавланӑ.

 «Чӑваш Республикинче социаллӑ сферӑна аталантарас, граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме тата инфраструктурӑна лайӑхлатас енӗпе комплекслӑ программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.  Асӑннӑ программӑсенчен пӗри — авариллӗ ҫурт-йӗрсенчен ҫынсене куҫарса хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтересси.  2019 ҫултан пуҫласа  республикӑра 1,02 пин ҫыннӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ.  Палӑртмалла: Чӑваш Ен 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен авариллӗ тесе йышӑннӑ ҫурт-йӗр фондне палӑртнӑ тапхӑрччен туллин пурнӑҫланӑ 41 регионтан пӗри. Республика асӑннӑ ыйтупа тивӗҫлӗ ӗҫлени куҫ кӗретех»  – тесе палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн  строительство тата ЖКХ Министрӗ Ирек Файзуллин.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ хула» территорийӗнче  3-мӗш микрорайонӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти  икӗ ача садне  хута яма пулӑшу кирлине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар хулин тӗп пайӗн VII микрорайонӗнче шывпа ҫыхӑннӑ объектсене  хута ярасси те планра пурине пӗлтернӗ.

Олег Николаев ҫакӑн  пулӑшӑвӑн тухӑҫлӑхне палӑртнӑ.  «Юлашки 2,5 ҫулта кӑна ИБК укҫи-тенкипе инфратытӑм объекчӗсем тунӑ ҫӗнӗ 9 микрорайонта 259,72 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ. Бюджет кредичӗсен инфратытӑм пулӑшӑвӗ республикӑн 20 пин ҫемйи валли 1 млн тӑваткал метртан кая мар хӑтлӑ ҫурт-йӗр тума витӗм кӳчӗ», – тенӗ вӑл.

Раҫҫей Федерацийӗн  Строительство министерстви  палӑртнӑ тӑрӑх, «Инфратытӑм менюйӗ» механизм хатӗрӗсемпе усӑ курса Чӑваш Енре ӑшӑпа тата вӗри шывпа тивӗҫтермелли тытӑмсене модернизацилемелли мероприятисем те пӑхса хӑварнӑ, транспорт инфратытӑмне общество транспорне туянассине те плана кӗртнӗ.  



22 августа 2024
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter