Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хаклӑ çыннисем!

 Сире хула кунӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!

 Кӑçалхипе Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн çуралнӑ кунне 64-мӗш хут паллӑ тӑвать.

 Юлашки темиçе теçетке çулта ку хула республикӑшӑн  экономика, культура, вӗрентӳ, спорт пӗлтерӗшлӗ центрӗ пулса тӑчӗ.

 Химиксен, энергетиксен, строительсен хулин малашнехи аталанӑвӗн çулӗ уçӑмлӑ. Кунта инвестици капашлӑ проекчӗсем пурнӑçа кӗреççӗ, çӗнӗ производствӑсем уçӑлаççӗ, çӳллӗ шайри технологиллӗ ӗç вырӑнӗсем йӗркеленеççӗ, транспорт маршручӗсем хута каяççӗ, пурӑнмалли çӗнӗ микрорайонсем çӗкленеççӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн çитӗнӗвӗсем – кунта пурӑнакансен ӗç-хӗлӗн кӑтартӑвӗ. Вӗсем муниципалитет аталанӑвне хӑйсен тӳпине хываççӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар çыннисем пурнӑç хастарлӑхӗпе палӑраççӗ, хӑйсен хулине чунтан юратаççӗ, вӑл хальхи вӑхӑтри хитре, таса та хӑтлӑ хула пултӑр тесе тӑрӑшаççӗ.

Илемлӗ хулана малашне те кал-кал аталанма, унта пурӑнакансене çирӗп сывлӑх, çемьере килӗшӳпе телей, мӗн пур ӗçре ӑнӑçу сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                   Олег Николаев

 

 



24 августа 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter