Ҫулталӑк вӗҫлениччен Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫамрӑксен центрне хута ярӗҫ

Ҫурта тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма, кӑҫал Чӑваш Енӗн Правительствин резерв фондӗнчен пӗтӗмпе 61,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ.  Тӗрлӗ хатӗрсем туянма, тавралӑха тирпей-илем кӗртме, персоналсене вӗрентсе кӑларма федераци хыснинчен 64,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ.  «Ҫамрӑксен регионӗ» Раҫҫей ҫамрӑкӗсен программипе килӗшӳллӗн, хулара Ҫамрӑксен центрӗ хута каять.  Ӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн  хушӑвне тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.  «Раҫҫей ҫамрӑкӗсем» федераци проектне «Вӗренӳ» наци проекчӗпе тӳр килтерсе пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.   

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑксем, республика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнса мала тухнӑ проектсен ӗҫӗсемпе регион Пуҫлӑхне паллаштарнӑ.

Арт-фестивальте Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑксемпе уҫӑ калаҫу ирттернӗ, мотивацисем пирки сӑмахланӑ, ҫамрӑксен пурнӑҫри тӗллевӗсене сӳтсе явнӑ, республикӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен чарӑнса тӑрнӑ, ҫитес  ҫулта «Урам классики» фестивале йӗркелесе ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ.    

Мероприятинче  Элемпи Тургай  ӳнерҫӗ-сӑн ӳкерчӗксем  цифра мелӗпе хайлакан, куҫ умӗнчех туххӑмрах республика Пуҫлӑхӗн портретне цифра мелӗпе калӑпланӑ.  

 



26 августа 2024
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter