Троллейбуссен тулли ҫӗнетнӗ паркӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулса тӑнӑ
Муниципаллӑ маршутсемпе харӑсах 20 ҫӗнӗ троллейбус ҫула тухнӑ. Паллӑ пулӑма халалласа ирттернӗ мероприятине Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. ДОМ. РФ партнерпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине кура, программӑна пурнӑҫа кӗртсе ҫак троллейбуссене тивӗҫнӗ хула. Ҫӑмӑллӑх кредитчӗсемпе усӑ курса, «Уфимский трамвайно-троллейбусный завод» АОран 92 троллейбус туяннӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 3,1 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакӑн пек механизма транспорт проектне пурнӑҫа кӗртнӗ Раҫҫейри пӗрремӗш ӗҫ ҫакӑ пулса тӑнӑ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркне тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Раҫҫейре пӗрремӗш хула, ӑҫта троллейбус паркне 100 процента ҫити ҫӗнетсе ҫитернӗ. Обществӑлла транспорта ҫӗннипе улӑштарни – Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ, уйрӑмах асӑннӑ муниципалитетра ятарлӑ экономика зонишӗн лайӑх. Хула туххӑмрах вӑй илсе аталанса пырать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата та 72 троллейбус туянасси планра пур, вӗсенчен 13-шӗ ҫӗнӗ маршрутсемпе ҫула тухӗҫ.
Пӗтӗмӗшле калас пулсан, пурӗ ҫӳлерех асӑннӑ хулана 153 троллейбуспа тивӗҫтерӗҫ. Вӗсенчен пӗр пайӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫула тухнӑ та, 62 маршутпа халӑха илсе ҫӳретеҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫленччен тата та тепӗр икӗ маршрута ҫула кӑларасси те паллӑ.