2025 ҫула Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ темине халаллама сӗннӗ

2025 ҫула Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ темине халаллама сӗннӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Обществӑлла канашӗн ларӑвӗнче Олег Николаев ҫитес ҫул валли пӑхса хунӑ Ҫӗнтерӳ темине ырланӑ.

«Патриотизм темине 2025 ҫула халаллӑпӑр.  Тепӗр тесен, ҫитес ҫулта эпир 19411945-мӗш ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитне анлӑн паллӑ тӑватпӑр. Шанатпӑр, тепӗр ҫулта ятарлӑ ҫар операцийӗсене вӗҫлесе Ҫӗнтерӗве алла илессине те.  Кун пек савӑнӑҫлӑ пулӑм пулассине пурсӑмӑр та ӗненетпӗр.  Ҫӗнтерӳ теми, е тата унпа ҫыхӑннӑ кирек-епле пулӑм пирӗн халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Юлашки ҫулсенче, уйрӑмах ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе патриотизм темипе чылай мероприятисем йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр.   Тӗрлӗ енпе пысӑк кӑтартусемпе палӑрни куҫ кӗретех.  Ачасене воспитани парассинче, паттӑрсене чыс туса, вӗсене хамӑр чӗресенче ӗмӗр упрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.  Ҫитӗнӳсене пӗр чӑмӑра пухса, ӳлӗмрен те малалла пысӑк кӑтартусем патне талпӑнса хамӑрӑн пӗрлӗхе кӑтартса пама тӑрӑшмалла, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пымалла. Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн пирӗнтен кашнин ҫине тӑрсах вӑй хумалла»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Обществӑлла палатӑн председателӗ Наталия Партасова сӑмаха малалла тӑснӑ май, Ҫӗнтерӳ темипе хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлтернӗ.  Муниципалитетсенчи обществӑлла палатӑсенче тӑрӑшакансен пурин те асӑннӑ тема ҫине тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ,  патриотизм темине анлӑлатса пыма сӗннӗ.  Пур-пӗрех спорт теми те кун йӗркинчех тӑнӑ.  Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса, спорта ҫӳресе сывлӑха ҫирӗплетсе пыни паха.  Сывӑ наци яланах приоритетлӑ.  Ҫемьери йӑла-йӗркесене упрасси тема та кӑсӑклӑ пулнӑ ларӑва пухӑннисемшӗн.  Апла пулсан, асӑннӑ темӑсем пур те тенӗ пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

«Тӑван ҫӗршыва парӑннисен, паттӑрсен ҫулталӑкӗ тесе кӑҫалхи ҫула ҫапларах калама та юрать пулӗ.  Пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекенсем хӑйсене шеллемесӗрех,  тӑшмана хирӗҫ тӑрса хӑюллӑн Ҫӗнтерӗве ҫывхартса пыраҫҫӗ.  Апла пулсан, 2025 ҫула паттӑрсене халаллама юрать.  Хамӑрӑн ҫӗршывӑмӑра пирӗн ҫар ҫыннисем сыхӑ тӑраҫҫӗ, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса таса чунпа пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ҫитес ҫула паттӑрсене халаллани, Ҫӗнтерӗве чыс туса паллӑ туни вара питех те пӗлтерӗшлӗ пулӗ»,  тесе  ҫапларах ҫавӑрса каланӑ хӑйӗн сӑмахне Наталия Партасова.  



27 августа 2024
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter