Производствӑра сусӑрланнисен шучӗ икӗ хута яхӑн чакнӑ Чӑваш Енре

Производствӑра сусӑрланнисен шучӗ икӗ хута яхӑн чакнӑ Чӑваш Енре

Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, ӑна яланхиллех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ тӗп ыйтусенчен пӗри – республикӑра тӑрӑшакансене ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси, кирлӗ пек хӑтлӑ условисем йӗркелесе парасси. 2023 ҫулта хатӗрленӗ ӗҫ условийӗсен кӑтартӑвӗсемпе ларӑва пухӑннисене ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова тӗплӗн паллаштарнӑ.

Министр хӑйӗн сӑмахӗнче, регионта юлашки вунӑ ҫул хушшинче кӑтарту самай пӗчӗкленнине хыпарланӑ, сусӑрланнисен хисепӗ 1,7 хут чакнине пӗлтернӗ. Апла пулсан, ӗҫ вырӑнӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни куҫ кӗретех. Ӗҫре сусӑрланнисен хисепӗ сахалланни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать. 2023 ҫулта производствӑра пӗтӗмпе 163 ҫын инкек тӳснӗ, 2022 ҫулхипе танлаштарас пулсан, айӑпланнисен шучӗ 1,8 процента ҫити чакнӑ. Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнисем – 10, йывӑр аманнисем – 28 ҫын, инвалид категорине 13 ҫын пуҫласа илнӗ.

Пӗлтӗрхи ҫул ӗҫре хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе чылай мероприяти йӗркеленӗ, тӑкаксен шучӗ 11,2 процента ҫити ӳснӗ. Пур-пӗрех инкек пулнӑ тӗслӗхсем ытларах та ытларах тимлӗх уйӑрма ыйтаҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, строительствӑра самантлӑха та тимлӗхе ҫухатма юрамасть, хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑнта яланах пулмалла. Ҫынсен хӑйсен те питӗ асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшмалла, инкек сиксе тухасран кулленех сыхӑ тӑмалла.

«Предприятисемпе организацисенче ӗҫлекенсем асӑннӑ тема ҫине тимлӗх уйӑрни курӑнать. Кулленех ӗҫлекенсемпе профилактика ӗҫӗсене йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Енчен те ҫын диспансеризаци тухать пулсан, ӑна саккунпа килӗшӳллӗн пӗр кун кану кунӗпе тивӗҫтермелле. Палӑртса хӑвармалла, енчен те ӗҫлекенсене ӗҫ вырӑнӗнчех диспансеризаци кӑларсан, питех те аван пулнӑ пулӗччӗ. Тӗп тӗллев – ҫынсен сывлӑхне упрасси, чир-чӗрсем вӑраха кайиччен, вӑхӑтра вӗсене тупса палӑртсан, сиплесен, усал чирсене парӑнтарма меллӗрех пулӗ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Сӑмах май, вӑл Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе Экономика министерствине асӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслеве илме, производствӑсенче тӑрӑшакансене ӗҫ вырӑнӗсенче диспансеризаци кӑларма ятарлӑ условисем хатӗрлеме чӗнсе каланӑ. Предприятисенче ӗҫ вырӑнӗнче кулленхи ӗҫе чарса лартмасан меллӗ пулнӑ пулӗччӗ тенӗ ертӳҫӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх министерствипе Экономика аталанӑвӗн министерствине предприятисенче производствӑран уйрӑлмасӑр диспансеризаци йӗркелес ыйтӑва туса ирттерме хушнӑ.

Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ хушма программӑна пурнӑҫа кӗртсе пырассипе кирлӗ пек мӗнпур мероприятисене туллин пурнӑҫа кӗртсе пынине каланӑ ӗҫлев министрӗ. Регионта халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе патшалӑх программи туллин пурнӑҫланнине те асӑннӑ вӑл. Пӗтӗмпе республикӑра хушма программа валли 610,1 млн тенкӗ тӑкакланине хыпарланӑ ведомство ертӳҫи. Производствӑра шар курнисене реабилитацилеме тата ӗҫлекенсен производство травматизмне тата професси чирне чакарас енӗпе асӑрхаттару мерисемпе тивӗҫтерме те укҫа-тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмпех халӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетме тӗллевлӗн тӑкакланнине асӑннӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.



28 августа 2024
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter