Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ эфир вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе халӑха кӑсӑклантаракан 34 ыйту ҫине хурав панӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫӑвӗ ку хутӗнче эфирта 2 сехет те 5 минут тӑсӑлнӑ. «Тӑван радио» тата Чӑваш наци радиовӗн хумӗсем ҫинче палӑртнӑ мероприяти кӑҫалхипе 21-мӗш хут иртнӗ. Халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравсене итлеме ҫынсене валли социаллӑ сетьсенче регион Пуҫлӑхӗн телеграм-каналӗнче те майсем туса панӑ. «Ковалев разберется» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май, питӗ кӑсӑклӑ та уҫӑ, халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хуравсене илтме май пулнӑ. Регион Ертӳҫин социаллӑ сечӗсенче тата «Ковалев разберется» проектӑн телеграм-каналӗнче халӑх чылайӑн пулнӑ, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те Пуҫлӑха ҫырса пӗлтернӗ.
Эфирта янӑранӑ ыйтусенче ытларах вӗрентӳ, йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектсене пурнӑҫа кӗртесси, халӑха хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтересси, ҫулсене юсасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата СВО хутшӑнакансене пулӑшу памалли мерӑсем пирки пулнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри муниципалитетсенче ҫӳп-ҫап илсе тухассипе йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ ыйту пирки чи малтанах чарӑнса тӑнӑ. Республикӑра патриотла акцисем йӗркелес енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ, шухӑша ырласа хӑварнӑ. Регион Ертӳҫи республикӑра хута каякан шкулсем пирки те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Килсӗр хуҫасӑр урамра ҫӳрекен йытӑсем тепре чухне халӑха йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ, кун пирки те кӗскен чарӑнса тӑнӑ вӑл. Ятарлӑ вырӑнсем тен тусан, чӗрчунсем ҫапкаланса ҫӳремӗҫ. Ку ыйту та кун йӗркинчех пулнине палӑртса хӑварнӑ Пуҫлӑх хӑйӗн сӑмахӗнче. Сӑмах май, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесене, СВО хутшӑнакансене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене патшалӑх енчен куҫарса паракан тӗревсем пирки те тӗплӗн каласа хӑварнӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче. Курск облаҫӗнче шар курнӑ ҫынсем сахал мар, вӗсене те регион май пур таран пулӑшу пама хатӗррине асӑннӑ Пуҫлӑх.
«Халӑхӑн сӗнӗвӗсене питӗ кӑмӑллатӑп, вӗсем усӑллӑ канашсем параҫҫӗ. Эпир пурнӑҫласа пыракан ӗҫсене туххӑмрах хаклав пани пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Чӑваш Республикин Правительство ӗҫ-хӗлне пӗлсе тата тӗрӗс хаклав пама пӗлеҫҫӗ вӗсем. Республикӑра пурӑнакансем регион Правительствин ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвне мӗнле хакланин паха. Вӗсем пирӗн ӗҫӗн малашнехи ҫул-йӗрне палӑртма та витӗм кӳреҫҫӗ. Анчах чи кирли – ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине вӑхӑтра тулли хурав пама пӗлни. Ҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав пани пӗлтерӗшлӗ, вӗсен пӗр ыйтӑвне те тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Пурин те хамӑра шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла», — тенӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Олег Николаев» «ВКонтакте» социаллӑ сетьре (117), «Олег Николаев | Чувашия» телеграм-каналта (76), Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче (52), «Ковалев разберется» чат-потра (47), «Чӑваш Республики» пӗрлӗхре (10) тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн йышӑну пӳлӗмне (7) ыйту килсе ҫитнӗ. Пӗтӗмӗшле 300 ытла ыйту тата комментари пуҫтарӑннӑ. 34 ыйтӑва Олег Николаев тӳрӗ эфир пынӑ вӑхӑтра тулли хуравсем панӑ.
Ыйтусем ҫак асӑннӑ темӑсемпе пулнӑ: социаллӑ тивӗҫтерӳ (37), тирпей-илем тата хула хутлӑхӗ (37), ҫулсемпе инфратытӑм объекчӗсем (28), физкультурӑпа спорт (26), экологи (21), ЖКХ (20), вӗренӳ (18), сывлӑх сыхлавӗ (16), килсӗр чӗрчунсем пирки (15), транспортпа тивӗҫтересси (13), ача сачӗсене тӑвасси тата шкулсене юсасси( 11), нумай ачаллӑ ҫемьесемпе СВО хутшӑнакансене пулӑшасси пирки (10), ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерни (8), ҫул-йӗр юхӑмне йӗркелени (4), бюрократи (3), СВО (3), культура (2), ӗҫ укҫисен шайӗ (2), строительство (2), туризмпа кану (1), экономика енӗпе (1), тарифсем (1) тата ытти те.
Республика Ертӳҫин тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче уҫӑ калаҫӑва экран ҫинче куаркода сканерласа сасӑлав мелӗпе хаклама май пулнӑ. Ҫак мелпе 246 ҫын усӑ курнӑ. Ыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе калаҫӑва республикӑра пурӑнакансен 63,4% кӑсӑклӑ тесе шутланӑ. Регион Ертӳҫин хуравӗсене куракансен 60,6% питӗ лайӑх тесе йышӑннӑ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче янӑранӑ информацие куракансен 54,1% пӗтӗмпех усӑллӑ тесе шутланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ирттернӗ уҫӑ калаҫӑва 52,4% куракан питӗ паха та чаплӑ тесе каланӑ.
Текст трансляцине «Хыпар» (чӑвашла) хаҫатӑн официаллӑ станицисенче тата «Чувашинформ» информагентствӑра (вырӑсла) вырнаҫтарнӑ.