Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин вице-премьерӗ Дмитрий Патрушев ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин вице-премьерӗ Дмитрий Патрушев ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин вице-премьерӗ ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  

Регион Ертӳҫи ҫӗршыв Правительствин вице-премьерне республикӑн АПК Стратегийӗпе паллаштарнӑ, палӑртса хунӑ ҫитӗнӳсем пирки каласа хӑварнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе йӗркелесе ирттернӗ ӗҫсем ҫинчени каланӑ.   2030 ҫулсем валли палӑртса хунӑ планпа та  паллаштарнӑ.  Асӑннӑ тапхӑр тӗлне АПК экспорта куҫарассипе кӑтарту 1,5 хут ӳсессине асӑннӑ, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, АПК производство таварӗсен калӑпӑшӗ ҫирӗм пиллӗк хут ӳсме пултарассине палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Экологи» наци проекчӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, регионта пиллӗк проект анлӑн пурнӑҫа кӗрсе пынине хыпарланӑ.  Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе тата Атӑла сыватассипе, вӑрмансене упрассипе, таса ҫӗршыв проектсемпе уйрӑмах хастар ӗҫлесе пынине каланӑ вӑл.  Етӗрне хулинче Сӑр юхан шыв тӑрӑхӗнче ятарлӑ вырӑна тирпейлесе тасатнине, полигонсене рекультивацилессипе Элӗкре, Эльчӗкре, Канашпа Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫсем аван пулса пынине палӑртнӑ.  Чӑваш Енре вӑрмансене сыхласа хӑварассипе тата йывӑҫсем лартса ҫитӗнтерессипе паха ӗҫ опычӗ пуррине  асӑннӑ.   

Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Дмитрий Патрушева Раҫҫейри экологи операторӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫсене йӗркелесе пынине  пӗлтернӗ.  Канашра, Патӑрьелӗнче, Муркашра йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе ятарлӑ комплекс ӗҫне пуҫарнине те асӑннӑ вӑл.  Паянхи куна илес пулсан, Канаш тӑрӑхӗнче ӗҫсем хастар пулса пыраҫҫӗ, объекта ҫитес ҫулта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫа кӗртме план тунӑ.  Ытти округсенче те ӗҫсем туллин пурнӑҫа кӗресси паллӑ, проектпа-смета ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. «Енчен те палӑртса хунӑ объектсене пурне те пурнӑҫа кӗртсе пӗтерсен, халӑх валли 141ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрленӗ», - тесе каланӑ Пуҫлӑх.

 



30 августа 2024
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter