Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ветеринари службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Ветеринари службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ветеринарсене чӑннипех те пысӑк ӑстаҫӑсем теме пулать. Эсир выльӑх-чӗрлӗх фермисенче, ветеринари клиникисенче, предприятисенче ӗҫлетӗр. Диагностика тӗпчевӗсем тӑватӑр, профилактика тата сиплев ӗҫне пурнӑҫласа пыратӑр. 

Ҫынлӑхлӑ профессисенчен пӗрне суйласа илнӗскерсем, эсир выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхӗн, ҫавӑн пекех ҫынсен сывлӑхӗн хуралӗнче тӑратӑр, выльӑхсен анлӑ сарӑлнӑ чирӗсем тӗлӗшпе лару-тӑрӑва лайӑх шайра тытса пырас, апат-ҫимӗҫ продукчӗсен хӑрушсӑрлӑхне тата пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерес енӗпе хӑвӑр ҫине пысӑк яваплӑх илетӗр.

Паян Чӑваш Ен Патшалӑх службин тытӑмӗнче – 590 ветеринари ӗҫченӗ. Вӗсенчен кашниех пӗрлехи ӗҫе хӑйӗн паха тӳпине хывать.

Хисеплӗ ветеринарсем, ҫак уяв кунӗнче сире ҫӑмӑлах мар ӗҫӗршӗн тата профессие чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп!

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма тата професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин        Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



31 августа 2024
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter