Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ вӗренекенсем, студентсем!

Хисеплӗ педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗ!

Паян эпир чаплӑ уява Пӗлӳ кунне паллӑ тӑватпӑр.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ, кӑсӑк открытисемпе пысӑк ҫитӗнӳсен вӑхӑчӗ ҫакӑ.

Ыранах Чӑваш Енре 150 пин ытла вӗренекен парта хушшине ларӗ, вӗсенчен 14 пин ытларахӑшӗ пӗрремӗш класс ачи, 70 пине яхӑнӑшӗ вара аслӑ шкулпа техникум тата колледж студенчӗ.

Хаклӑ ачасем, сире курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тата чаплӑ ҫӗнтерӳсем тума сунатӑп!

Пӗлӳ хӑватлӑ вӑй, вӑл сире палӑртнӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшнине яланах асра тытӑр.

Эпир сирӗнпе тӗлӗнмелле вӑхӑтра, лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ ҫитӗнӳ тата аталану ҫулӗпе шанчӑклӑн утма май паракан тапхӑрта, пурӑнатпӑр. Шӑпах тарӑн та тулли пӗлӳ пирӗн умра ҫӗнӗ майсем уҫать, хамӑр пулта­рулӑха туллин уҫса пама пулӑшать. Ҫавӑнпа та хамӑра вӗрентекенсен ӗҫне пысӑка хурса хаклани тата тивӗҫлипе сума суни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Педагогика ӗҫченӗсене хӑйсен профессине парӑннӑшӑн тата ӑна пӗтӗм чунтан юратнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Ҫак вӗренӳ ҫулӗ кӑсӑклӑ, паха пулӑмсенчен пуян тата тухӑҫлӑ пулассине шанса тӑратӑп.

            Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин

         Пуҫлӑхӗ                                                                   Олег Николаев

 



02 сентября 2024
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter