Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нефтьпе газ тата топливо промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Нефтьпе газ тата топливо промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Нефтьпе газ комплексӗ территорисене аталантарма тата ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан пысӑк та анлӑ экономика, социаллӑ тата культура программисене пурнӑҫлассине тивӗҫтерекен тӗп отрасльсенчен пӗри пулса тӑрать.
Чӑваш Енри газпа тивӗҫтерекен тытӑм йышне 15 000 ҫухрӑм ытла газ валеҫмелли сетьсем, 2 000 яхӑн ӗҫчен, 500 пин ытла потребитель абоненчӗ, 4 пин ытла социаллӑ, промышленноҫпа ял хуҫалӑх предприятийӗ кӗрет. Чӑваш Республики ҫут ҫанталӑк газне ҫӗр лаптӑкӗсем патне ҫитиччен тӳлевсӗр ҫитерсе парас енӗпе Раҫҫей Федерацийӗнче лидер шутланать.
Ҫут ҫанталӑк газне ҫӗр лаптӑкӗсем патне ҫитиччен тӳлевсӗр ҫитерсе памалли программа вӑйра тӑракан тапхӑрта республикӑра пурӑнакансем 9 пин ытла заявка панӑ тата паянхи кун тӗлне 6 200 кил-ҫуртра «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ кураҫҫӗ.
Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн тата хӑйсен ӗҫне яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн тав тӑватӑп. Ӗҫ традицийӗсен никӗсне хывса хӑварнӑ тата паян хӑйсен пӗлӗвӗпе тата паха опычӗпе ҫамрӑк ӗҫтешӗсене паллаштаракан ветерансене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каласа хӑваратӑп. Эпир отраслӗн ӗҫ династийӗсемпе мухтанатпӑр!
Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп! Сирӗн ӗҫӗр яланах ӑнӑҫса пытӑр тата тӑван Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑ пултӑр.
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев