Хӗрлӗ Чутайӗнче округри Культура керменӗ ҫӗнелсе улшӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хута кайнӑ

Хӗрлӗ Чутайӗнче  округри Культура керменӗ ҫӗнелсе улшӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хута кайнӑ

Пултаруллӑх ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн, вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ҫурта тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма тата кирлӗ пек культура хатӗрӗсене илме, пурлӑха техника базине пуянлатма  2021–2024-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе  61 млн тӑкакланӑ.  Ҫурта тӗпрен юсама, электромонтаж ӗҫӗсене йӗркелеме, видео сӑнав вырнаҫтарма, хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерме, канализацисене тума, пӗр сӑмахпа каласан, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килтерсе тӑма культура керменне ҫителӗклӗ тӗрев куҫарса панӑ.  

Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан культура ҫуртӗнче условисем пӗтӗмпех пур.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене тав тунӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Культура ҫурчӗ – нумай функциллӗ кермен пулса тӑчӗ.  Округра пурӑнакансене хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ кунта. Вӗсене валли пултарулӑха аталантарма ҫителӗклӗ таран условисем туса панӑ.  Ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, культурӑна аталантарса вӑй илтерме, тавракурӑмлӑха анлӑлатма питех те меллӗ культура ҫуртӗнче», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ.    

«Ҫакнашкал учрежденисене тирпейлесе илем кӗртессипе анлӑ ӗҫсем туса пыратпӑр республикӑра.  Тепӗр тесен, культура пӗлтерӗшӗ пирӗн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнать, округра пурӑнакансемшӗн питех те усӑллӑ пулассине пурсӑмӑр та пӗлсех тӑратпӑр», – тенӗ вӑл.    

Палӑртма кӑмӑллӑ, культура ҫуртӗнче сывлӑха ҫирӗплетме спортзал пур. Кинозал, ташӑ ӑстисене валли ятарлӑ пӳлӗм, ҫӗвӗҫсене валли уйрӑм, фольклор кружокне ертсе пымалли клас, ачасен пултарулӑхне аталантарма витӗм кӳрекен уйрӑм йӗркеленӗ.  Кӑҫал палӑртнӑ ҫуртра республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ вулавӑш валли уйӑрасси те паллӑ. Тӗслӗх библиотеки паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрасса пурсӑмӑр та  ӗненетпӗр», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗ сӑмаха ҫавӑрнӑ май.  



02 сентября 2024
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter