Ҫемье предпринимательлӗхӗн центрӗ Чӑваш Енре пулӗ
2024–2026-мӗш ҫулсенче ӑна йӗркелесе ярассипе республикӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палати ӗҫлӗ.
Кун пирки хыпара Чӑваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра каланӑ. Ертӳҫӗсем уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче палатӑн 2023 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ, 2024–2029-мӗш ҫулсем валли палӑртнӑ тӗллевсене пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче регионта предпринимательсен шучӗ курӑмлӑнах ӳссе пынине асӑннӑ. Кун пек кӑтарту патшалӑх тӗревӗпе усӑ куракансен йышӗ пысӑк пулнипе сӑлтавланать тенӗ вӗл. Чӑваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатипе вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайӗ тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ӗҫсем пурнӑҫласа пынине те каланӑ Ертӳҫӗ.
2023 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, регионта пурӗ 100,5 пин вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайӗ пур тесе шута илнӗ, кӑтарту 2022 ҫулхипе танлаштарсан 25% процент пысӑк пулни те куҫ кӗретех. Апла пулин те патшалăх субсидипе хавхалантарнăран усламçăсен йышĕ ӳссе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Асӑннӑ сферӑра тӑрӑшакансен йышӗ 212,6 пин ҫынпа танлашать, 14,6% ӳсни паллӑ. Усламçăсен йышĕ хушăнни хыснана пуянлатма пулăшĕ.
Ҫемье предпинимательлӗхӗн центрне хута янисӗр пуҫне, кашни округра ТПП пулӑшӑвӗсене илме ятарлӑ уйрӑмсем йӗркелесе ярасси те планра пуррине каланӑ Игорь Кустарин. Бухгалтер тата кадр енӗпе ыйтусене татса пама пулӑшу ӗҫӗсене йӗркелесе ярассине палӑртса хунӑ. Тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗпе патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшӑва илес текенсен шучӗ самай пысӑккине пӗлтернӗ вӑл.
Суту-илӳпе промышленноҫ палати ытларах тӗрлӗ сӗнӳсемпе пулӑшӑва вак тата вӑтам предпринимательлӗх сферине тивӗҫтерме тӑрӑшать. Чӑваш Енре тирпейленсе тухакан таварсене ытти регионсене тӑратассипе, вӗсен рынокне сарассипе те сахал мар витӗм кӳрет. Унӑн пайташӗсем 411 предприятипе организаци шутланать.