«Кӗрешӳ» республикӑри спорт центрне уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ
Шупашкарти 11 №-лӗ спорт шкулӗ центрӑн бази пулса тӑнӑ. Кун пирки ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырӑвӗнче пӗлтернӗ пулнӑ.
Унта харӑсах 500 ытла ачапа ҫамрӑк хӑйсен спортри ӑсталӑхне туптама, 10 преподаватель вӗсен пултаруллӑхне аталантарма витӗм кӳме пултарайрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах палӑртса хӑварнӑ: «555 ҫул тултарнине уявлакан Шупашкар хулинче спорта аталантарса пыма май паракан тепӗр пысӑк центр хута каять. Ӑна ҫакӑн евӗр форматпа туса лартасси пирки тахҫанах шухӑшласа хунӑ. Паян кӗрешӳ центрӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫать, вӑл кӗрешӳҫӗсен ӑсталӑхне туптама витӗм кӳрӗ. Кунта пуҫламӑш хатӗрленӳ, вӗренӳпе тренировка мероприятийӗсене ирттерсе Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисем валли резервсем йӗркелӗпӗр. Тренерсен чи пысӑк тӗллевӗсемпе пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма пулӑшӗ тин ҫеҫ хута кайнӑ центр», – тенӗ.
«Пурне те центр ӗҫлеме пуҫланӑ ятпа саламлатӑп, спорта кашнине юратма, ӑсталӑха ӳстерсе пыма, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма сӗнетӗп», – тенӗ. Сӑмах май, спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывма та вӑл чӗнсе каланӑ. Центр спортӑн ҫӗнӗ ҫӑлтӑрӗсене тупма витӗм кӳтӗр, ҫамрӑксемшӗн чи лайӑх вырӑн пулса тӑтӑр тесе уйрӑмӑн палӑртса хӑварнӑ Пуҫлӑх.
Центрта пуҫламӑш тапхӑрта каратэ, киокушин, хутӑш ҫапӑҫу (ММА), панкратион, кудо тата ытти спортӑн тӗсӗсемпе ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туптама пултарайраҫҫӗ. Каярах вара ку центрта спортӑн ытти енӗсемпе те пултарулӑха атлантарма тӗрлӗ условисем йӗркеленсе пырасси те паллӑ. Центр пысӑк ӑмӑртусем ирттермелли тӗп вырӑн пулса тӑрӗ.
Регион Ертӳҫи центр ӗҫне йӗркелесе пуҫарса ярас шухӑш Чӑваш Енре пӗлтӗр кӗрешӳсен наци тӗсӗсен Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш вӑййисене ирттернӗ хыҫҫӑн ҫуралнине асӑнса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, самбо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, самбо енӗпе Европа первенствин ҫӗнтерӳҫи Олег Иванов ачасемпе тренерсене саламласа ҫапла палӑртса каланӑ: «Спорт вӑй-хал енчен кӑна мар, малашлӑх валли ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет» – тенӗ.