«Ку КОСМОС!» курава Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ

«Ку КОСМОС!» курава Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ

Ӑна пирӗн ентешӗмӗре, чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлне Адриян Григорьевич Николаева халалласа Мускав, Шуршӑл тата Шупашкар музейӗсем хатӗрленӗ. Паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

«Курав курма пыракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ.  Пысӑк калӑпӑшлӑ форматпа пулман пулин те,  пур-пӗрех пурин чӗрине те «тыткӑна» илет,   тӗнче уҫлӑхне, вӗҫевҫӗсен тӗнчине, вӗсен атмосферине путма  май паракан пулӑм пулса тӑчӗ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Ку КОСМОС!» курав СССР  виҫҫӗмӗш летчик-космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине уявланӑ май  уҫӑлнӑ. Чӑваш наци музейӗнче ҫав тери паллӑ пулӑм йӗркеленӗ.  Экспозицире тӗрлӗ хатӗрсем йӗркелесе тӑратнӑ. Космос карапӗн «Восход-2» пӗчӗклетнӗ копине куракансене валли хатӗрленӗ. Палӑртса хӑваратпӑр, ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Андриян Николаев тытса пынӑ пулнӑ. Алексей Леонов космонавтпа  пӗрле ӗҫленӗ Андрей Соколов художник-фантаст пир-авӑрӗ тата ытти экспонатсем пурин кӑмӑлне те ҫӗклесе янӑ.

«Кунта чӑн-чӑн истори экземплярӗсене, космоспа ҫыхӑннӑ, чӑн-чӑн усӑ курнӑ япаласене пуҫтарнӑ. Ҫавна пула пирӗн кӑмӑл-туйӑм пуянланать, эпир тата та  хастартарах пулма тӑрӑшатпӑр, курав атмосфери вара пӗтӗмпех уҫлӑха, вӗҫевҫӗсен тӗнчине путма витӗм кӳрет»,  тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Курава тӗпрен Мускав хулин мемориал музейӗн экспоначӗсемпе пуянлатнӑ.  Чӑваш наци музейӗпе СССР летчик-космонавчӗн А. Г. Николаевӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗнчи япаласем те тӗп вырӑн йышӑннӑ куравра. Виҫӗ музейӑн пӗрлехи проектне «Культура» наци проектне пула пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫӗр ытла музейри япаласем Ҫут тӗнче анлӑшне мӗнле  тыткӑнланине, парӑнтарнине, ӳнерҫӗсемпе культура ӗҫченӗсене космос теми мӗн тума хавхалантарнине  ҫутатса параҫҫӗ.

Регион Ертӳҫи Шупашкарти А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 10-мӗш шкулта вӗренекенсемпе  курса калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсем пирки ыйтса пӗлнӗ.

Ҫавӑн пекех Олег Николаев Ефремов купсан ҫуран ҫӳремелли бульварӗнчи фотоплакатсен куравӗпе паллашнӑ. «Планета сывлӑшне туйрӑм …» стендсем ҫинче чӑвашсен «… Кӑйкӑр» пурнӑҫӗнчи самантсем сӑнарланнӑ. Экспозици валли Шоршӑл музейӗн фончӗсенчи, Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн архивӗнчи, Чӑваш Енӗн патшалӑх архивӗсенчи фотодокументсемпе усӑ курнӑ.



05 сентября 2024
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter