Хӑмла пухса тирпейлемелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекса Чӑваш Ен Пуҫлӑхне кӑтартнӑ

Хӑмла пухса тирпейлемелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекса Чӑваш Ен Пуҫлӑхне кӑтартнӑ

Унта «Техмашхолдинг» компани йӗркеленӗ МХ-450 «Аван» хӑмла пухакан комбайнӗ тата «Феникс-450Х» хӑмла типӗтекен машина кӗнӗ. Комплекса Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнчи хӑмла ӗрчетекен компетенцисен центрӗн территорийӗнче вырнаҫтарнӑ.

Хӑмла пухакан комбайнӑн иккӗмӗш экземплярне авӑн уйӑхӗ вӗҫлениччен Вӑрнар округӗнче тепӗр хуҫалӑха лартӗҫ («Балтика» тулли мар яваплӑ обществӑра сӑра пӗҫерекен компанире), унпа пӗрле  тата «Техмашхолдинг» производствӑн хӑмла типӗтмелли хатӗре те вырнаҫтарӗҫ.

Комбайнсӑр пуҫне ирӗклӗ тата юпаллӑ хӑмла речӗсем валли касӑк, пысӑк тухӑҫлӑ окучник тата  ытти хатӗрсене те туса хатӗрленӗ. Ятарлӑ машинӑсем производство тӗрӗслевӗсем витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, импорта улӑштарассипе ӗҫсем туллин пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурри куҫ кӗретех.  «Эпир хӑмла пухакан комбайн тата хӑмлана типӗтекен ятарлӑ хатӗре пурнӑҫа кӗртрӗмӗр.  Пуласлӑхри тӗллевсем питӗ пысӑк. Завод ӗҫне йӗркелесе ярасси ыйту та кун йӗркинчех.  Хӑмлана пухса илсен, тӳрех ӑна тирпейлесе типӗтсен, ятарлӑ кирлӗ пек таварсене калӑпласа пыни паха. Хатӗр ҫимӗҫе предприятисемпе организацисем хапӑл тусах йышӑнасси те куҫ кӗретех пулӗ.  Пирӗн ҫӗнӗ производство компетенцийӗ  халӑх валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме витӗм кӳрӗ», – тенӗ  республика Ертӳҫи.

Машинӑсем, вӑл каланӑ тӑрӑх, ытти регионсене валли те пулӗҫ. «Пирӗн производительсем экспорт шутне те тӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа та  таварсен хакӗсем  тата ыттисем те  пӗтӗм тӗнче стандарчӗсемпе килӗшсе тӑрӗҫ», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Чӑваш Енре хӑмла туса илессине, тирпейлессине тата лаборатори мелӗпе усӑ курассине ӳстермелли мӗнпур тапхӑр пулнине палӑртса  ку ӗҫе тата та анлӑрах сарса пыма палӑртнӑ.

 «Пире ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пулӑшрӗ. Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗн шайӗнче 2030 ҫулччен 1,8 млрд тенке яхӑн ҫак тӗллевсем ҫине ярӗҫ.  Ку тӗревпе фермерсем е пысӑкрах предприятисем хӑмла туса кӑларас ӗҫре хӑйсен планӗсене хӑвӑрт пурнӑҫлама пултарӗҫ. Хӑмла  ҫитӗнтермелли лаптӑка асӑннӑ тапхӑр валли  2 пин гектар патне ҫитерме тӗллев лартнӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантарас енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫлассине  хӑмла ӗрчетекен  вунӑ хуҫалӑхра туса ирттерме палӑртнӑ.  Асӑннӑ тытӑма ҫӗнӗ инвесторсене явӑҫтарассипе те ятарлӑ ӗҫсем туса ирттерме шутланӑ.  Пурӗ Чӑваш Ен хӑмла ӗрчетес ӗҫе ҫитес пилӗк ҫулта аталантарма 9 млрд тенкӗ ытла инвестици хывма палӑртать.

2023 ҫулта республикӑри хӑмла лартса ҫитӗнтермелли лаптӑк 183 га танлашнӑ. Тавара – 189 тонна пухса тирпейленӗ, ҫакӑ Раҫҫейӗн кирлӗлӗхӗн 4% танлашать.

 «Хӑмла ӳстерес ӗҫре техникӑпа тивӗҫтересси – отрасле аталантарса вӑй илтерсе пымалли  чи пӗлтерӗшлӗ  ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Тухӑҫа вӑхӑтра пухса тирпейлесси  те кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри. Лаптӑксене 2 пин гектар таран анлӑлатма палӑртсан, кадрсем ҫитменни те сисӗнет. Паллӑ, хӑмла лартса ҫитӗнтерсе ӑна пухса тирпейлессине  ятарлӑ техникӑсӑр пурнӑҫлама та хӗн пулӗ.  Апла пулсан, техникӑсем пурри питӗ аван», – тенӗ вице-премьер – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Пурӗ Чӑваш Енре  кӑҫала 138 га лаптӑкран хӑмла пухса илмелле.  Тухӑҫа пухса тирпейлес ӗҫ  – Вӑрнар, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне  округӗсенче хастар пулса пырать.  Халӗ Чӑваш Енре палӑртнӑ планран  24% пурнӑҫланӑ, 29 тонна пухса кӗртнӗ.



06 сентября 2024
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter