Чӑваш Енӗн республика бюджечӗн тупӑшӗ кӑҫалхи ҫул 100 млрд тенкӗрен иртӗ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Анлӑ Правительство мелӗпе ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура 2024 ҫул валли йышӑнса хӑварнӑ республика хыснине кӗртнӗ улнӑнусен проектне тӗплӗн пӑхса тухнӑ, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма кирлӗ пек сӗнӳсем парса хӑварнӑ. 2025 тата 2026 ҫулсене валли йышӑннӑ документа та тишкерӳ тунӑ, ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ саккун проектне ҫитес ларура Чӑваш Республикин Министрсен Кабинчӗн членӗсем тӗплӗн пӑхса тухса малалла Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне авӑн уйӑхӗ вӗҫлениччен хаклав тума парӗҫ.
«Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, тупӑшсен тата тӑкаксен пайӗсем самай ӳсӗҫ. Паллӑ, вӗсем пӗтӗмпех промышленноҫпа ял хуҫалӑх пайӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнишӗн ҫыхӑннӑ. Тепӗр тесен, финанс енӗпе пӗлсе тата тӗрӗс, тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыни те куҫ кӗретех. Ӳлӗмрен те ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, малашне те пысӑк кӑтартусемпе палӑрассишӗн пурин те ҫине тӑрсах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Пӗр самантрах, палӑртса хунӑ мӗнпур ӗҫсене те туллин пурнӑҫа кӗртсе пыма хӗн, анчах та чи пӗлтерӗшлисене тӗпе хурса, вӗсене маларах пурнӑҫласа пыма пӗлмелле. Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсен шайне ӳстерсе пырассишӗн, пирӗнтен кашнин яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме пӗлмелле. Ялта е хулара-и, пур-пӗрех пӗр тан условисем йӗркеленмелле ҫынсене валли», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин ПУҫлӑхӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, кулленех пулса пыракан ӗҫсене хастартарах хутшӑнма чӗнсе каланӑ вӑл Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене яланах пӗрле татса пани аван тенӗ вӑл.
«Енчен те мӗнле те пулин кӑлтӑк сиксе тухрӗ пулсан, тӳрех тивӗҫлӗ мерӑсем пӑхса хӑварма тӑрӑшмалла. Туххӑмрах пурин те хатӗр пулмалла ыйтусене татса пама. Чӑваш Ен Правительстви кирек-епле ыйтӑва уҫӑмлатма е проекта пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳме хатӗр», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков сӑмаха пуҫланӑ май, ҫапла каланӑ: «Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, республика бюджечӗ кӑҫал 7,9 млрд. тенкӗ ӳссе, вӑл 104,0 млрд. тенке ҫитет. Пӗлтӗрхи ҫул ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 10,6%. Пысӑк пуласси те куҫ кӗретех», – тенӗ вӑл.
Республикӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ те пысӑкланать, вӑл 63,7 млрд ҫитесси те палӑ пулӗ тенӗ ведомство ертӳҫи.
Республика хыснин тӑкаксен пайӗ 7,3 млрд ӳссе, 109,7 млрд. ҫитесси те сисӗнет тенӗ вӑл.
Финанс министрӗ тӑкаксен пайӗ ытларах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама ку3нине хыпарланӑ. Культурӑпа социаллӑ сферӑпа ҫыхӑннӑ объектсене валли тӑкакламалли виҫен калӑпӑшӗ 4,9 млрд. ӳссе, 67,9 млрд. тенуӗне ҫитнине палӑртнӑ вӑл.
Вӗрентӳ пайне аталантарма (+1,8 млрд.), социаллӑ политикӑна (+1,4 млрд.), сывлӑх сыхлавне ((+1,4 млрд.) хушма укҫа тенкӗ куҫарассине асӑннӑ министр.
Паллӑ, бюджет сферинче вӑй хуракансен ӗҫ укҫине ӳстерме те сахал мар укҫа куҫассине пӗлтернӗ вӑл. 2025 ҫул валли пӑхса хунӑ бюджет виҫи 10,2 млрд ӳсесси куҫ кӗретех, вӑл 88,2 млрд. тенӗ пуласси те куҫ кӗретех. 2026 ҫул валли палӑртнӑ республика бюджечӗ ӳсӗмпе палӑрать, вӑл 10,5 млрд. хӑпарса 93,1 млрд. тенкӗне ҫитесси те паллӑ пулнине каланӑ министр.