Шупашкарти аэропортӑн аэродром инфратытӑмне модернизацилес ӗҫе 2025 ҫулта пурнӑҫлама тытӑнӗҫ

Шупашкарти аэропортӑн аэродром инфратытӑмне модернизацилес ӗҫе 2025 ҫулта пурнӑҫлама тытӑнӗҫ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей авиацийӗн сывлӑш транспорчӗн федераци агенствин ертӳҫипе  Дмитрий Ядровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра каланӑ.

«Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортӑн территорине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма проект ӗҫӗсене туса хатӗрессипе тимлеҫҫӗ. Тӗнче шайӗнчи объекта мӗнпур стандартсене тивӗҫтермелле тӑвасшӑн. Аэродром инфратытӑмне модернизацилессипе ӗҫсене 2025 ҫулта пуҫлама плана кӗртнӗ. Палӑртса хунӑ мероприятисене тӗпрен пурнӑҫа кӗртсен,  сывлӑш транспорчӗпе ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ те курӑмлӑнах ӳсессе шанатпӑр. Палӑртма кӑмӑллӑ, асӑннӑ транспортпа ҫӳрес текенсен йышӗ ҫулсерен нумайланса  пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Аэровокзала реконструкцилессипе хастар ӗҫлесе пынине  пӑхмасӑрах, халӑх кулленех  транспортпа ҫӳрет. Республикӑн тӗп хулине илсе ҫитерме те маршутсен йышне ӳстерсех пыраҫҫӗ», тесе ҫапларах каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Кӗскен пӗлме, юлашки вунӑ ҫул хушшинче Шупашкарти аэропортран ҫула тухнӑ пассажирсен йышӗ 9 хут ӳснӗ.      Енчен те 2013 ҫула пурӗ те 58 пин ҫын транспорт пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ пулсан, пӗлтӗр ку кӑтарту 508 пине ҫитнӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа паянхи кун тӗлне 430,7 пин ҫын сывлӑш транспорчӗн пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.  Сӑлтавӗ те паллӑ, республикӑна курма килес текенсен йышӗ ӳсет, туризм вӑй илсе ҫирӗпленсе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет. Калас пулсан, пӗлтӗрхи ҫул Чӑваш Ен 800 пин туриста йышӑннӑ. Тен кун пекех республика лайӑх аталансан, туризм вӑй илсе пырсан пуласлӑхра 1,5 млн яхӑн турист пирӗн тӑрӑха курма килме те пултарӗ.  

Палӑртнӑ ыйтӑва Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин кулленех ҫирӗп тӗрӗслевре тытать. Вӑл ҫӗршыв Правительствине май пур таран Шупашкарти аэродром инфратытӑмне ҫӗнетсе улӑштарассипе кирлӗ пек мерӑсем пӑхса хӑварма хушнӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен мӗнпур ӗҫсене туса ирттерме чӗнсе каланӑ.  «Шупашкарта аэропорт тӗслӗхре пулӗ. Объекта инфратытӑма аталантарма пулӑшакан фонд укҫи-тенкипе тӑватпӑр.  Президент хушӑвне тӗпе хурса, мӗнпур ӗҫсене йӗркелетпӗр.  Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрас тесессӗн, Чӑваш Ен аталанса пытӑр тесессӗн, объекта лайӑх хатӗрлесе ҫитерни пӗлтерӗшлӗ. Хӑнасемшӗн условисем пӗтӗмпех лайӑх пулмалла. Ун чухне сывлӑш транспорчӗпе ҫӳрес текенсем те йышлӑлансах пырӗҫ. 2030 ҫулсем тӗлне Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи 50 объекта тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарасси планра пур. Паллӑ, ытларах аякри, ҫула тухма йывӑр субъектсене чи малтанах  тимлӗх уйӑрма, аэропорт инфратытӑмне ҫӗнетме палӑртса хунӑ», – тенӗ Дмитрий Ядров.  



26 сентября 2024
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter