Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ студентсен шырав отрячӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри слетне хутшӑнакансене саламланӑ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ студентсен шырав отрячӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри слетне хутшӑнакансене саламланӑ

«Шырав ӗҫӗ-хӗлӗ кашни ҫынна патриотизм, ырӑлӑх, кӑмӑл-сипет, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет.  Эсир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра тытма пулӑшатӑр, ҫав вӑхӑтри документсене тӗпчетӗр, паллӑ паттӑрсем ҫинчен ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлтеретӗр, кулленех вӗсем пирки, шӑписем ҫинчен каласа пама тӑрӑшатӑр. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ» – палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри шыравҫӑсен форумне  торжествӑлла лару-тӑрура уҫнӑ май.

Чӑваш Енре Раҫҫейри 43 регионтан истори астӑвӑмне упрас сферӑри 200 яхӑн ҫамрӑк яш-кӗрӗм пухӑннӑ.  

Вӗсем: студентсем, шыравҫӑ хастарсем, студентсен патриотла клубӗсенче тӑрӑшакансем, ҫамрӑк ӑсчахсемпе вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем. Вӗсем историлле астӑвӑма упраса хӑварассипе  тимлеҫҫӗ.  Тӑватӑ кун хушшинче вӗсем студентсен шырав отрячӗсен ӗҫ-хӗлне ҫамрӑксене явӑҫтармалли тата интеграцилемелли ҫӗнӗ форматсем шыраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсемпе тыл ӗҫченӗсен астӑвӑмне упраса хӑварас енӗпе истори ҫутӗҫ енӗпе тунӑ актуаллӑ ӗҫ формачӗсене тӗмчӗҫ. Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине  тӗпе хурса шырав ӗҫне студент ҫамрӑкӗсене явӑҫтарас енӗпе интерактивлӑ проектсем йӗркелемелли мелсем йӗркелӗҫ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра шырав юхӑмӗсемпе отрячӗсене аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Чӑваш Енре тыл паттӑрӗсен ячӗсене, ҫав шутра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ячӗсене  анлӑрах халӑх хушшинче сарма 68 пӗрлешӳ ӗҫлет. «Ҫамрӑксем ку процесса хутшӑнни калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем пурте  халӑхӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма тата патриотизма вӑйлатма витӗм кӳреҫҫӗ», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ, «Раҫҫей шырав юхӑмӗ» слета  Чӑваш Ене ирттерме хисеп тунӑшӑн мероприяти йӗркелӳҫисене  тав тунӑ.

Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров палӑртнӑ тӑрӑх, шыравҫӑсем халӑхӑн истори астӑвӑмне упраса хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.  Иртнине, халӑх паттӑрлӑхӗ пирки хыпарсене тӗрӗс халӑх патне илсе ҫитерме тӑрӑшмаллине те асӑннӑ вӑл.  «Паян шыравҫӑсем  ятарлӑ ҫар операцийӗсене  хутшӑнакансене ӗмӗр-ӗмӗр асра хӑварас тата асра упрас енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тавах сире пуриншӗн те, хамӑрӑн паттӑрсене хисеп тунишӗн», – тенӗ вӑл.

Форумӑн тӗп тӗллевӗ – студентсен шырав пӗрлӗхне истори еткерлӗхне тата ҫутта кӑларас ӗҫӗн хальхи практикисене явӑҫтарма майсем туса парасси, ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен историлле астӑвӑма упраса хӑварасси.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ,  Раҫҫейӗн Шырав юхӑмӗн яваплӑ секретарӗ Елена Цунаева форумра ҫитес ӑрусене пӗлӳ парас ыйтусене сӳтсе явни ҫинчен хыпарланӑ: «Ҫӗнӗ  ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма тӑрӑшмалла. Истори астӑвӑмне упраса хӑварас ӗҫе  кӑсӑклӑрах тӑвас тесен хальхи технологисемпе усӑ курмалла. Истори астӑвӑмне упраса хӑварас ӗҫе тумаллине асра тытар. Астӑвӑм вӑл – пирӗн пӗрлехи тӗллев, пирӗн ҫӗршыв пуласлӑхӗ мӗнле пуласси пирӗнтен  пурсӑмӑртан та пӗтӗмпех килет» – тенӗ вӑл.

 Роспатриотцентр ҫамрӑксене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫе явӑҫтармалли ҫӗнӗ меслетсене хатӗрлессипе хастар тимлет. «Пирӗн ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсем шырамалла кӑна мар, вӗсене аталантармалла, ҫавӑн пекех пӗтӗм ҫӗршыври ҫамрӑксене сӗнӳсем хатӗрлес ӗҫе явӑҫтармалла, мӗнле форматсем интереслӗ пулма пултарнине ҫамрӑксен  лайӑх ӑнкараҫҫӗ», – тесе каланӑ сӑмаха пӗтӗмлетнӗ май  Раҫҫей ҫамрӑкӗсен « Роспатриотцентр» ФГБУ директорӗ Елена Беликова.



27 сентября 2024
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter