Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ воспитательсем, шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен ĕҫченĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатӑп! Ҫамрӑк граждансене воспитани парасси – яваплӑ тата пархатарлӑ мисси. Ку вӑл професси кӑна мар, пирĕн регион тата ҫĕршыв пуласлӑхĕшĕн ĕҫлени те.
Паян Чӑваш Енри шкул ҫулне ҫитмен организацисенче 12 пин ытла ҫын ĕҫлет, вĕсен шутĕнче – 4 пин ытла воспитатель. Ырӑ та чӑтӑмлӑ наставниксене пула республикӑн ҫамрӑк гражданĕсем хӑйсене валли пĕлӳ тĕнчине уҫаҫҫĕ, пĕр-пĕринпе хутшӑнма тата ĕҫсене хӑйсем тĕллĕн пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫĕ, пултарулӑхне аталантараҫҫĕ.
Ҫак енĕпе вĕсене лайӑх условисем туса пама тӑрӑшатпӑр. Чӑваш Республикинче ҫĕнĕ садиксем ҫĕклетпĕр, киввисене юсаса ҫĕнететпĕр, пурлӑх никĕсне пуянлататпӑр, тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса паратпӑр. Республикӑри ача сачĕсем ҫулсеренех тĕрлĕ конкурс лауреачĕсемпе ҫĕнтерӳҫисем пулса тӑраҫҫĕ. Воспитательсене пархатарлӑ ĕҫшĕн тав тӑватӑп. Эпир вĕсене чи хаклӑ пуянлӑха – ачасене – шанса паратпӑр. Ĕҫе чунтан парӑнса пурнӑҫланӑшӑн, тимлĕ пулнӑшӑн тав вĕсене.
Сире ҫирĕп сывлӑх, хавхалану, ӑнӑҫусем сунатӑп! Хӑвӑрӑн ĕҫĕрпе яланах кӑмӑллӑ пулӑр, вӑл сире те, ачасене те савӑнтартӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев