Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машинӑсем  тӑвакан комплексӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машинӑсем  тӑвакан комплексӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ машиностроительсем, çак отрасльте ӗçлекенсемпе ветерансем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Машинӑсем  тӑвакан комплекс – Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑçпа экономика аталанӑвӗнчи малта пыракан тӗп тытӑм. Вӑл регионӑн промышленность хӑватне палӑртать, экономикӑн чи пӗлтерӗшлӗ отраслӗсен ӗç-хӗлне тивӗçтерет, çӗршывӑн технологи тӗлӗшӗнчи никама пӑхӑнманлӑхне, хӳтӗленме пултараслӑхне çирӗлетет.

  Санкци пусарӑвӗн тата ятарлӑ çар операцийӗ уйрӑм таварсем ыйтакан условисенче Чӑваш Ен промышленноçӗ çӳллӗ шайри кӑтартусемпе палӑрать. Пирӗн республика промышленность производствин индексӗн ӳсӗмӗпе Атӑлçи тӑрӑхӗнче – пӗррӗмӗш,  Раççей Федерацийӗнче иккӗмӗш вырӑнта. 

  Пирӗн предприятисем регион чиккинчен чылай аякра та усӑ куракан продукци ретне сарсах пыраççӗ. Импорта улӑштаракан япаласен йышӗ ӳсет, комлектламалли тӗрлӗ детале вырӑнта хатӗрлесе кӑларасси аталанать, наукӑпа техника çитӗнӗвӗсем тата çӗнӗлӗхсем ӗçе кӗрсе пыраççӗ.

 Паян Чӑваш Енӗн промышленность секторӗнче 70 ытла инвестици проекчӗ пурнӑçланать, вӗсен пӗтӗмӗшле укçа-тенкӗ сумми 35 млрд тенкӗлӗх. Проектсен чи пысӑк пайне машина тӑвакансем пурнӑçа кӗртеççӗ.

 Сире хӑвӑр суйланӑ ӗçе парӑннӑшӑн, професси ӑсталӑхӗшӗн, çӗнӗлӗхе хута ярас пуçарулӑхӑршӑн тав тӑватӑп! Хӑйсен пурнӑçне машина тӑвас ӗçпе çыхӑнтарнӑ çынсене пурне те çӗнӗ çитӗнӳсем, лартнӑ тӗллеве пурнӑçлама, çирӗп сывлӑх, телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                             Олег Николаев



29 сентября 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter