Халӑх пурӑнакан вырӑнсем епле улшӑнса, хитреленсе пынине ҫынсен пӗтӗмпех пӗлмеллине чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем епле улшӑнса, хитреленсе пынине ҫынсен пӗтӗмпех пӗлмеллине чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ республикӑн ҫул-йӗр фондне алла илмелли тата вӗренӳ организацийӗсене тӗпрен юсамалли тата тирпей-илем кӗртмелли кӑтартусене пӑхса тухнӑ чухне Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.

 «Муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсене МИХсемпе социаллӑ сетьсем урлӑ ҫынсене республика тата федераци бюджечӗсен укҫи-тенкипе халӑх пурӑнакан вырӑнсен сӑн-сӑпатне улӑштарма, ачасене вӗрентме условисем туса пама, вӗрентӳ процесне, учительсем валли ӗҫ условийӗсене йӗркелеме мӗнле усӑ курни ҫинчен ытларах каласа пама  сӗнетӗп. Ҫынсем ҫак ӗҫ мӗнле тата мӗншӗн пулса иртнине пӗлччӗр», – тенӗ Олег Николаев.

Вӗрентӳ организацийӗсене  тӗпрен юсав туса ирттерни пирки тата тирпей-илем кӗртес ӗҫе мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров  тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Канаш хулинчи 3-мӗш номерлӗ шкула тӗпрен юсав ӗҫне туса ирттерессине графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫламаннине асӑннӑ вӑл.  Шкулти вӗрентӳ системисене модернизацилес федераци программине тӗпе хурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6 организацие тӗпрен юсаҫҫӗ: Патӑрьелти, Канаш хулинчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти  шкулсене модернизацилеме плана кӗртнӗ.

Республика программипе килӗшӳллӗ, регионти хӑш-пӗр шкулсенче юсав ӗҫӗсене юлса пурнӑҫлани те сисӗнет.  Ҫӗрпӳ округӗнчи  объекта юсассипе те ӗҫе тытӑнманни паллӑ.  Вӑрмар округӗнчи  ача сачӗн ҫуртне тӗпрен юсав ирттерессипе те юлса пыни курӑнать.  Хӗрлӗ Чутай округӗнче те лару-тӑру питех  килӗшӳллӗ мар тенӗ ведомство ертӳҫи.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли программӑпа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкар округӗнче, Улатӑрта ӗҫсене пурнӑҫлама контрактсем туман. 6 объект тӑрӑх пурнӑҫланӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ 50% сахалрах. Кӑҫалхи ӗҫсене объектсем тӑрӑх вӗҫлемен хӑрушлӑхсем пур: Вӑрмарти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Красноармейскийӗнчи, Улатӑрти шкулсем.

Шупашкар хулин 6 объектне хӑтлӑх кӳме уйӑрнӑ укҫа-тенкӗне - 94,2 млн Шупашкар хулин администраци ыйтнипе республика бюджетне тавӑрса пама килӗшнӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетӳсемпе контрактсене пурнӑҫланине тӗплӗ тишкерӳ туса йышӑнусен проектне тӑратма хушнӑ. «Ҫынсен ыйтӑвӗсемпе тата Президент хушӑвӗсене тӗпе хурса мӗнпур ӗҫсене пурнӑҫласа пыма тӑрӑшмалла. Яланхи пек туса эпир ҫынсем хамӑртан кӗтекен кӑтартусене илейместпӗр. Строительство ӗҫӗсене хак пама Строительство министерствине явӑҫтармалла, хӑш-пӗр ыйтусене уҫӑмлатма та витӗм кӳмелле. Вӗренӳ министерствипе пӗрле кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑвармалла», – тенӗ вӑл.

Пӗрремӗш вице-премьера – Чӑваш Енӗн финанс министрне Михаил Ноздрякова шкулсене кӗрхи тапхӑрта тирпей-илем кӗртес ӗҫе контрактацилес енӗпе мероприятисем ирттересси иккӗлентернӗ, Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине муниципалитетсемпе пӗрле ҫак ыйтӑва тепӗр хут пур енлӗн хаклама сӗннӗ.

Ҫул-йӗр ӗҫӗсем пирки калаҫнӑ май,  Олег Николаев ҫанталӑка тӗпе хурса, объектсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыма чӗнсе каланӑ.  Кӑҫал ҫанталӑк лӑпкӑ тӑнине кура, чылай объекта туллин пурнӑҫа кӗртме май килнине те сӑннӑ вӑл.  Пур-пӗрех ҫитменлӗхсем те ҫук мар, вӗсене те пӗтерессишӗн ырми-канми тӑрӑшмаллине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Ен Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенки шучӗпе 8262,9 млн тенкӗ калӑпӑшӗпе 340 ҫухрӑм автоҫул (асфальтобетонлӑ 140 ҫухрӑм тата тӑпра витӗмӗллӗ 200 ҫухрӑм) йӗркисене юсама, халӑх пурӑнакан вырӑнсен ҫӗрӗсенче 14 ҫухрӑм ҫӗнӗ ҫул тума палӑртнӑ, «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2,9 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.   Чылай  объекта тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Хула округӗсен, ял хутлӑхӗсен чиккисене юсама тата тӗпрен  тирпей-илем кӗртме те укҫа  тӗллевлӗн тӑкакланӑ.



30 сентября 2024
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter