«Цифрӑллӑ энергорайон» Чӑваш Ен проекчӗпе Раҫҫей регионӗсенче те усӑ курни пӗлтерӗшлӗ
Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн «Энергетика» ҫул-йӗрӗпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ, Саха (Якути) Республикин Пуҫлӑхӗ Айсен Николаев, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн докладне хакланӑ май каланӑ. Регион Пуҫлӑхӗ Раҫҫейри электросеть комплексӗн тухӑҫлӑхне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ Раҫҫей энергетика эрни шайӗнче ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче республикӑри энергетика лару-тӑрӑвӗпе тӗплӗн паллаштарнӑ.
«Паян комиссире Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тухса калаҫрӗ. Вӑл хӑйсем патӗнче пурнӑҫланӑ проект пирки каласа пачӗ, ҫакӑн пек паха ӗҫ опычӗсене анлӑрах сарса пымалла. Май пур таран пулӑшу пама та тӑрӑшмалла», – тенӗ Айсен Николаев.
Пилотлӑ проект «Цифрӑллӑ энергорегион» Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта «ЧГЭС» ГУП пуҫарса янӑ. Вӑл проекта искусственнӑй интеллект технологийӗсене тӗпе хурса йӗркелеме килӗшнӗ.
«Хатӗрленӗ техника йышӑнӑвӗсене Раҫҫей территорийӗнче анлӑлатса пыма тӗллев лартнӑ. Проектпа ют ҫӗршывсемпе Вӑтам Азире те кӑсӑкланма пултарасси паллӑ. 2030 ҫулччен электросеть комплексне аталантарас тӗллевпе эпир 3 млрд тенкӗ ытла инвестици явӑҫтарма палӑртнӑ» – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Республикăри электричество энергийĕн чи лайăх потребителĕсене промышленноç, ял хуçалăх, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен, территори сеть организацийĕсен хушшинче палăртнă.
Хальхи вӑхӑтра электричество сечӗсен цифра схемине тӑваҫҫӗ, вӑл автоматлӑ компьютер алгоритмӗсемпе усӑ курса электричество сечӗсен управленине пурнӑҫлама май парать.
Чӑваш Ен Промэнерги министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, проект халӑха пулӑшу пама витӗм кӳрӗ, мӗншӗн тесен граждансемпе объектсене энергоснабжени пахалӑхне ӳстересси, сетьсенче аварисене пӗтермелли сроксене чакарасси – мӗнпур ирттерекен мероприятисен тӗп тӗллевӗсенчен пӗрисем пулса тӑраҫҫӗ. Кун пирки ҫирӗппӗн палӑртса каланӑ ертӳҫӗсем.