Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вӑтам професси вӗренӗвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вӑтам професси вӗренӗвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Вӑтам професси вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем! 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Эсир, хастар чунлӑ та пултаруллӑ педагогсемпе наставниксем, хӑвӑрӑн тарӑн пӗлӗвӗрпе паха опытӑра ҫитӗнекен ӑрӑва парса, экономика отраслӗсене пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе ҫӗршывӑмӑрӑн пуласлӑхне хывас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑратӑр.

Сирӗн ӗҫӗр – професси ҫеҫ мар, чун туртни те. Эсир студентсене ҫи-тӗнӳсем тума хавхалантаратӑр, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама тата пурнӑҫра ӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшатӑр.

Паян Чӑваш Республикин вӑтам професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче 1500 ытла преподавательпе производство вӗрентӳҫи вӑй хурать. 33 пин ытла студент вӗренет. Пахалӑхлӑ вӗрентӳ программисене тата хальхи йышши технологисене ӑса хывма лайӑх майсем туса парса эпир професси енӗпе вӑтам пӗлӳ паракан тытӑма малалла та пулӑшса, аталантарса пырӑпӑр.

Хаклӑ студентсемпе преподавательсем!

Сире шанчӑклӑхӑршӑн тата паха ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. Производство вӗрентӳҫисене питӗ кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ педагогика ӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, студентсене вара пулас професси вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме ӑнӑҫу сунатӑп.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                    О.Николаев      



02 октября 2024
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter