Республикӑри мӗнпур ача сачӗсене чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ ҫӗнӗ пособисене илсе ҫитерӗҫ

Республикӑри мӗнпур ача сачӗсене чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ ҫӗнӗ пособисене илсе ҫитерӗҫ

Чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем вӗрентӳ пособийӗсене хатӗрленӗ, ӑна халӑх патне кӑлариччен ҫавра сӗтел мелӗпе йӗркеленӗ уҫӑ калаҫура тӗплӗн сӳтсе явнӑ, паллӑ пулӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  хутшӑннӑ.  Шкулчченхи ачасене чӑваш халӑх культурипе тӑван чӗлхине ӑша хывма вӗрентесси пирки мероприятине пухӑннисем тӗплӗн сӳтсе явнӑ.   

Кӑҫал чӳк уйӑхӗнче ача сачӗсене «500 сăмах / 500 слов» кӗнеке пуххине илсе ҫитерме плана кӗртнӗ.  Чӑваш Енре пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурипе паллаштарма тӗллев лартнӑ. «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» ӑнлавсене тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парас тесе план тунӑ.  Ачасем ҫӗнӗ сӑмахсене ӑнланса вӗренсе пыччӗр тесе, вӗсене тӗрлӗ ӳкерчӗксемпе хитрелетсе калӑпланӑ.   Пӗр сӑмахпа каласан, пособи хӑйне евӗрлӗ питӗ кӑсӑклӑ пулса тухнӑ.  

4-5 ҫула ҫитнӗ шӑпӑрлансене валли анлӑ кӗнекесен пуххине калӑпланӑ.   Тӑван чӗлхене юратма, унпа калаҫма чылай материал хатӗрлени куҫ кӗретех.  Чи малтанах, ытти ача сачӗсене пособисене илсе ҫитериччен, хулари 202-мӗш номерлӗ ача садӗнче шӑпӑрлансене вӗрентсе пӑхнӑ.  Ачасен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ, ун хыҫҫӑн вара ытти ача пахчисене те илсе ҫитерме йышӑну тунӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртса каланӑ: «Пирӗн стратегийӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри, тӑван чӗлхене хисеплесси,  тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Унпа эпир  анлӑрах усӑ курма майсем туса парасси пирки пӑхса хӑварнӑ.  Тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чухне, чи ансат та кӑсӑклӑ материалсемпе паллаштарни аван. Ачасем те аслисем те хапӑл тусах чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланни паха.  Малтанхи тапхӑрсенче ачасене чи малтанах грамматика ҫине таянса тӑван чӗлхене вӗрентнӗ пулсан, халӗ вара пачах та урӑхла.  Вӑйӑ формисене тӗпе хурса, пӗр-пӗринпе хутшӑнма ачасене вӗрентме тӗллев лартнӑ. Вӗрентекенсен сӗнӗвӗсене тӗпе хурса, ачасене валли 1-9 класс кӗнекисене калӑпланӑ.  Ҫӗнӗ кӗнекесем питӗ илемлӗ те кӑсӑклӑ пулса тухнӑ.  Куншӑн сире питӗ пысӑк тав. Эсир, вӗрентекенсем, пысӑк тӳпе хыврӑр ҫак ӗҫе.  Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви кӗнекенсен авторӗсене патшалӑх наградине парса хавхалантарни те, малашне те пысӑк ӳсӗмсемпе ӗҫлеме витӗм кӳрет», – тенӗ вӑл.

«Калас пулсан, вӑл материалсем ачасене тӑван чӗлхене юратса вӗренме пулӑшаҫҫӗ. Тӑван чӗлхене хисеплени, ӑна юратни – тӑван тӑрӑха, ҫӗршывӑмӑра парӑнса пурӑнпа, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет.  Палӑртма кӑмӑллӑ, ачасем  мӗн пӗчӗкренех Чӑваш Ен географийӗпе паллашаҫҫӗ, ӑна хапӑл тусах вӗренеҫҫӗ.  Тепӗр тесен, вӗсем культурӑпа, йӑла-йӗркепе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе тата ытти енсемпе кӑсӑкланни те ҫакнах ҫирӗплетет пулӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.  

Ҫӗнӗ йышши пуҫарусене пурнӑҫа кӗртсе пырас тӗлӗшпе Чӑваш Республикин Правительстви витӗм кӳме хатӗр. Ҫитес вӑхӑтсенчех регионти кашни ача садӗнче ҫӗнӗ пособисемпе шӑпӑрлансене вӗрентме пуҫласси те паллӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ асӑннӑ ӗҫе асаннесемпе асаттесене, ашшӗ-амӑшӗсемпе аслисене, вӗрентекенсене анлӑрах явӑҫтарса, ҫӗнӗлӗхсем пирки ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑнрах вӗрентсе пыма чӗнсе каланӑ.  Кашнин хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне палӑртса калама яланах ирӗк пулмалла, ун чухне тӗрӗслӗх яланах хуҫаланасси те куҫ кӗретех пулӗ.   «Ачасем историне пӗлни, йӑла-йӗркене хисеплени – ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма май парать», – тенӗ Олег Николаев.

Пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк – ҫулталӑк хушши, тӗрлӗ ӳсен-тӑран, йывӑҫ-курӑк, чӗрчун тӗнчипе те ачасене паллашма май паракан кӗнекесем пуласси паллӑ. Аграри енпе ҫыхӑнӑ ҫӗнӗлӗхсене те ӑша хывтарас  ыйту кун йӗркинчех тӑрать тенӗ ертӳҫӗ сӑмаха ҫавӑрнӑ май. 202- мӗш номерлӗ ача садӗнче ҫӗнӗ пособисемпе килӗшӳллӗн, урок йӗркеленӗ пулнӑ вӗрентекенсем. Вӑл мероприятине регион Пуҫлӑхӗ те ҫитсе курма кӑмӑл тунӑ.  Ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парса ҫитӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  ача сачӗн ушкӑнне Тав ҫырӑвне парса хавхалантарнӑ.



03 октября 2024
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter