Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Учительсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ вӗрентекенсем!

Сире пӗтӗм чунтан професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.

Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем  – пулса тӑраҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра тӑхӑр пине яхӑн вӗрентекен тӑрӑшса ӗҫлет. Эсир вӑхӑт кӑларса тӑратакан ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса паратӑр, ҫӗнӗ меслетсене ӗҫе кӗртетӗр, вӗренӗве кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ тӑватӑр. Хӑвӑрӑн сумлӑ тивӗҫӗре – пӗлӳ парассине, ырра вӗрентессине тата нихҫан улшӑнми хаклӑхсене ӑса хывтарассине – пысӑк чӑтӑмлӑхпа тата яваплӑхпа пурнӑҫлатӑр.

Кашни вӗрентекене пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тата ӑна чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Хӑвӑр вӗренекенӗрсемшӗн ырми-канми тӑрӑшни тата вӗсене хавхалантарса пыни хӑйӗн вӑйне шанакан, ирӗклӗ те пултаруллӑ ҫынсене пӑхса ҫитӗнтерме май парать.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата хавхалану сунатӑп! Юратнӑ ӗҫӗр сире кашни кунах савӑнӑҫ кӳрсе тӑтӑр, унчченхи, хальхи тата пулас вӗренекенӗрсем вара яланах ҫитӗнӳсемпе савӑнтарччӑр, вӗт ҫав ҫитӗнӳсенче сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе юратӑвӑрӑн тӳпи те пӗчӗккех мар.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев



05 октября 2024
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter