Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулнӑ ташӑ спорчӗн ӑмӑртӑвне пухӑннисене Олег Николаев саламласа старт панӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулнӑ ташӑ спорчӗн ӑмӑртӑвне  пухӑннисене Олег Николаев саламласа старт панӑ

 Ҫӗршыври 19 регионтан  чи вӑйлӑ спортсменсем килсе ҫитнӗ Чӑваш Ене. Ташӑ енӗпе пултарулӑх ӑстисем икӗ кун хушши ӑмӑртӑва курма пыракансене хавхалану туйӑмне парнеленӗ.   Чӑваш Ен командинче пӗтӗмпе 150 яхӑн спортӑн ҫак тӗсне юратакансем пулнӑ.  Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулнӑ ӑмӑртура 7 комплект медале ҫӗнсе илессишӗн  спортсменсем хӗрӳ тупӑшнӑ. 50 судья, вӗсенчен  45-шӗ пирӗн тӑрӑха килӗ хӑнасем. 7-11 ҫлсенчи  хӗрачасемпе арҫын ачасен тата 12-15 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсен  пултаруллӑхне хакласа, мала тухнисене дипломсем парса хвхалантарнӑ.  Ташӑ ӑстисем программӑпа килӗшӳллӗн виҫӗ енпе хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ: латиноамериканский, европейский тата икӗ енлӗ кӗрешӳ спорчӗн ҫак тӗсӗсенче мала тухассишӗн ӑмӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах каланӑ: «Ташӑ спорчӗ питӗ илемлӗ, куракансене хӑй патне илӗртет.  Чӑваш Ене спортӑн ҫак тӗсне йӗркелесе янӑранпа кӑҫал 50 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. 2,5 пине яхӑн ытла ҫын спортӑн ҫак тӗсӗпе кӑсӑкланать, хӑйсен ӑсталӑхне туптаса пырать.  Ӑмӑртӑва хутшӑнма килнисене пурне те пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп.  Палӑртма кӑмӑллӑ, Раҫҫей Федерацийӗн 19 регионӗнчен 600 ытла судьясемпе спортсменсем килсе ҫитнӗ.  Ӑмӑртусем тепӗр хут спортӑн ҫак тӗсне ҫитӗнекен яш-кӗрӗм хисеп тунине ҫирӗплетсе параҫҫӗ»,  тенӗ вӑл.

Чӑваш Республикинче ташӑ спортне аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, регион  Пуҫлӑхӗ республикӑри ташӑ спорчӗн федерацине, обществӑлла организацире тӑрӑшакансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав сӑмахӗпе  чысланӑ.     

Паллӑ пулӑма пухӑннисене ҫавӑн пекех ӑшшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева саламланӑ.

«Эпир пурте ташӑн илемлӗхне курса, хамӑрӑн туйӑмсене вӑрататпӑр.  Ташӑ спорчӗ пире пурсӑмӑра та пӗр чӑмӑра пухать.  Вӑл ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатать. Ӑна эпир яланах илемлӗх тӗнчин гимнӗ тесе калатпӑр, вӑл профессионаллӑ спортра пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет, илемлӗхе туйса пурӑнма вӗрентет»,  тенӗ  депутат.

Чӑваш Республикинчи ташӑ спорчӗн федерацийӗн президенчӗ Сергей Фомин сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла палӑртса хӑварнӑ: «Палӑртма кӑмӑллӑ, мероприяти учительсен кунӗнче иртет. Ҫавна пула та,  мероприятине пухӑннисене пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп.  Вӗрентекенсем ӑс парас тесе сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ, ытти енпе те ачасен пултаруллӑхне аталантарса пырассишӗн ырми-канми вӑй хураҫҫӗ.  Кашни кун шкулта е спорт секцийӗсене тавракурӑмлӑха ӳстерсе пыма п пулӑшаҫҫӗ»,  тенӗ вӑл.  



07 октября 2024
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter