100 тонна черетлӗ 34-мӗш гуманитари пулӑшӑвне Чӑваш Енрен ӑсатнӑ

100 тонна черетлӗ 34-мӗш гуманитари пулӑшӑвне Чӑваш Енрен ӑсатнӑ

Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районне тӗрев пама Чӑваш Ен шефа илнӗ, ку хутӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвне янӑ чухне вӗсем патне те «ПӖРЛЕ»  Чӑваш Ен аталану фончӗ регионти волонтерсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле, кулленхи пурнӑҫра усӑ курма кирлӗ япаласене ӑсатнӑ.  Вӗсем: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ятӗнчен ятарлӑ сувенирсем, экскаваторсем, квадроциклсем, квадрокоптерсем, дронсем, тепловизорсем,  ятарлӑ щитсем, автоҫусем, солидол, тосол, брикетсем, пиломатериалсем тата ытти тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан салтаксем валли Чӑваш Енрен черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ янӑ.

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ҫула тухнисене тав туса, ҫапларах каланӑ: «Эпир паян сирӗнпе пӗрле пухӑнса Ҫӗнтерӗве часрах ҫывхартас тӗллевпе, ятарлӑ ҫар операцийне хутшӑнакансене витӗм кӳрес тесе, пулӑшӑва ӑсататпӑр. Кун пек тӗреве кулленех хамӑрӑн регионтан паттӑрсене хисеп туса вӗсене кулленхи пурнӑҫра кирлӗ япаласене илсе ҫитерме тӑрӑшатпӑр.  Эпир яланах пӗрле пулнӑ, ҫапла яланах пулӗ те.  Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ятарлӑ пысӑк технологиллӗ хатӗрсене вӗсем патне илсе ҫитерме тӗллев лартнӑ.  Пуринчен те чи пахи вара – ачасен, ҫывӑх ҫынсен, аттепе аннесен ҫырӑвӗсем.  Кашни ҫыру хӑйне евӗр калӑпланса ачасен чӗрисем витӗр тухнӑ. Вӗсене вуласан, пӗтӗм чун ҫӗкленсе каять, Ҫӗнтерӗве часах ҫывхартас килсе тӑрать.  Кашни салтак, паттӑр, ачасен чӗринче.  Чӑваш Республикинче пурӑнакансене пурне те пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет, вӗсем май пур таран пысӑк пулӑшу пама пикенеҫҫӗ.  Волонтерсем, е тата ытти обществӑлла организацисенче вӑй хуракансем ырми-канми тӑрӑшни куҫ кӗретех.  Вӗсем хӑйсемпе пӗрле пиншер ҫынна явӑҫтарса ырӑ ӗҫсем тума вӗрентсе пыраҫҫӗ.  Пирӗн пӗрле тунӑ ӗҫсенче ҫитӗнӳсем те ҫук мар, кашни кун пысӑк утӑмсемпе малалла ӑнтӑлса, Ҫӗнтерӗве ҫывхартса пыратпӑр», – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.  

Ятарлӑ ҫар операцинчи ентеш-салтаксем патне ҫине-ҫине гуманитари тиевӗ илсе ҫитереҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансемпе тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем ырми-канми ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. 

«ПӖРЛЕ» Чӑваш Ен аталану фончӗн  ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталья Колыванова сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «2022 ҫулта авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Алексеевич Николаев «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци ӗҫне пуҫарса яма килӗшрӗ.  Ман шутпа, кашни ҫын хапӑл тусах акцине хутшӑнма кӑмӑл турӗ тесе калайратӑп. Регионта кашни предприятипе организаци, тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем, ялсемпе хуласенче пурӑнакансем вӑл процесса хутшӑнма пикенчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем тӳрремӗнех пирӗн пулӑшӑва туйни куҫ кӗретех. Вӗсем кун пирки пӗрре мар ҫирӗплетсе калаҫҫӗ. Ыттисемпе танлаштарсан, Чӑваш Республикинчен килекен пулӑшу ҫав тери пысӑк тесе пӗлтереҫҫӗ.  Кашни эрнере пирӗн тӑрӑхран паттӑрсем патне ятарлӑ пулӑшу каять. Ҫар ҫыннисем патне  таварсем ҫитеҫҫӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма витӗм кӳреҫҫӗ», тенӗ вӑл.

«Эпир пӗр чӑмӑра пухӑнса пӗрлӗхре вӑй пулнине кӑтартса паратпӑр. 94 млн тенкӗллӗх пысӑк технологиллӗ хатӗрсене туяннӑ, салтаксем патне  илсе ҫитернӗ.  Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем патне 34 – мӗш хут пулӑшӑва ӑсататпӑр. Алексей Викторович Воскобойников ҫывӑх тӑванӗсемпе юлаташӗсем пулӑшнипе 18 млн тенкӗ ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем патне куҫарса панӑ. Куншӑн «ПӖРЛЕ» фонд ячӗпе Тав ҫырӑвне парса хисеп тума шутларӑмӑр.  Ырӑ чӗреллӗ ҫын, часах Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пурнӑҫ хакне пӗлсе, хӑйӗнчен мӗн килнине пӗтӗмпех тума  тӑрӑшать», - тенӗ Наталья Колыванова 

Чӑваш Ен Правительстви паттӑрсене тата вӗсен ҫемйисене кулленех пулӑшу парать. Регионта волонтерсен юхӑмӗ вӑй илсе пытӑр тесе, чылай условисем туса пама тӑрӑшать. Влонтерсенчен нумайӑшӗ паттӑрсен ятне те тивӗҫ, вӗсем хӑйсене шеллемесӗр кунӗ-ҫӗрӗпе  ӗҫлеҫҫӗ, Ҫӗнтерӳ часах ҫиттӗр тесе вӑй хураҫҫӗ.    

Алексей Воскобойников волонтер паттӑрсене ырласа тав сӑмахӗсем каланӑ, миллионшар ҫын тылра вӑй хунине, вӗсемпе пӗрле Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшнине асӑннӑ. 

 Азамат Лутфуллин ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакан паттӑр, гуманитари пулӑшӑвне ҫар ҫыннисем патне ӑсатнине пысӑка хурса хакланӑ, ӑна салтаксем хапӑл тусах йышӑннине пӗлтернӗ.  Пурне те тав тунӑ, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

Руслан Великий ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакан ҫакӑн пек ырӑ пуҫарӑва, ҫар ҫыннисене пулӑшусем панине ҫав тери аван тенӗ. Вӑл та Ҫӗнтерӳ пирӗн пулассине нимӗн иккӗленмесӗрех палӑртнӑ, пурне те сывлӑх, ӑнӑҫусем пултӑр тенӗ вӑл.

Салтаксем ентешсен пулӑшӑвне туйнине, тӑван тӑрӑхра хӑйсене кӗтнине палӑртаҫҫӗ.

«Строительный трест № 3» ятарлӑ застройщик   акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Семенов сӑмаха пӗтӗмлетнӗ май, вӗсен организацийӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсене валли икӗ  квадроцикл туяннӑ тесе  ырӑ хыпара пӗлтернӗ.



08 октября 2024
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter