Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑрҫӑ ачисене пӗр хутчен памалли тӳлев йышӑнасшӑн
Вӑрҫӑ ачисене юбилейлӑ дата валли укҫа тӳлеме сӗнессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ветерансен организацийӗсен представителӗсемпе ҫавра сӗтел мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫура хыпарланӑ. Паллӑ пулӑм республикӑри кӗмӗл волонтерсен «Кěмӗл чун» III форумӗн шайӗнче иртнӗ.
«Эпир халӗ бюджета йӗркелетпӗр. Ҫавӑнпа шутлатпӑр, ҫӗнӗлӗхе бюджета кӗртсе хӑварма. Пулӑшу ҫынсемшӗн сисӗнмелле пулмалла. Республика хыснинче ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ тӑкакланма пӑхса хӑвармалла. Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртмеллех», – тесе уйрӑммӑн палӑртса Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче, республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе «вӑрҫӑ ачисем» категорине ҫирӗплетекенӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Регион саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӑрҫӑ ачисем патне 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнӑ тата республика территорийӗнче пурӑнакан граждансене кӗртме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре – 42 пине яхӑн вӑрҫӑ ачисем шутланаҫҫӗ. Вӗсенчен 98% федераци тата республика саккунӗсемпе палӑртнӑ укҫа тӳлевӗсем илеҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Халӑхӑн ҫак категорине тӗрлӗ енлӗ тӗрев парасси пирӗншӗн питех те пӗлтерӗшлӗ. Шел пулин те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем ҫулсерен сахалланса пыраҫҫӗ. Эпир, ҫӗнтерӳҫӗсен тӑхӑмӗсем, вӑрҫӑ тискерлӗхӗпе йывӑрлӑхне тӳссе ирттернӗ аслӑ ӑрӑва пулӑшма тивӗҫ. Ветерансен организацийӗсенче тӑрӑшакансене пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрне хастар хутшӑннӑшӑн, тӑван тавралӑха хисеплесе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн, ҫав тери паха та кӑсӑклӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳнӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп», – тенӗ вӑл.
1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине хатӗрленес ыйтусене сӳтсе явнӑ май ветерансен юхӑмӗн хастарӗсем хӑйсен планӗсемпе тата юбилей датине уявламалли сӗнӳсемпе паллаштарнӑ.
Ҫавра сӗтел вӗҫленсен Олег Николаев республикӑри «Кӗмӗл чун» III форума хутшӑнакансене саламланӑ, ӳлӗмрен те пысӑк ҫитӗнусем патне ӑнтӑлма вӑй-хал суннӑ. 2022 ҫулта форума пуҫласа ирттернӗ, вӑл «Кӗмӗл чун» волонтерсен хушшинче пӗр-пӗррин паха опычӗпе паллашма май паракан тӳрем пулса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, чӑнласах та, аслӑ ҫулсенчи ватӑсем патне кулленех тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ. Патшалӑх енчен те сахал мар пулӑшу куҫнине асӑнса хӑварнӑ вӑл. «Кӗмӗл» ҫулсенчи волонтерсем патшалӑхпа пӗрле, хастаррӑн общество пурнӑҫне хутшӑннине те палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.
«Кӗмӗл чун» форум пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашма май паракан мероприяти пулса тӑнӑ. Чи паха ӗҫ опычӗсемпе паллашнӑ май, вӗсене анлӑлатса пыма вӗренсе пыни те аван. Палӑртма кӑмӑллӑ, паллӑ пулӑма хастаррисем, пурнӑҫа юратса, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлакансем пухӑннӑ. Пӗлсех тӑратӑп, ӳлӗмрен те кӑсӑклӑ проектсем пулассине. Чӑваш Республикин Правительстви сире кулленех тӗрев пама хавас. Сирӗн пуҫарусене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме те яланах хатӗр. Эсир пурнӑҫлакан ӗҫсем ҫынсемшӗн питӗ витӗмлӗ, халӑх е хулара е ялта пурӑнать, пӗр-пекех сирӗн пулӑшусене тивӗҫни ҫав тери аван», – тенӗ вӑл. Усӑллӑ канашсем, ятарлӑ пулӑшусем хӑш-пӗр категорисенчи ҫынсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗлӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Енре аслӑ ӑрури граждансене волонтерсен юхӑмне хутшӑнма тӗрлӗ енлӗ условисем туса панӑ. Халӑха социаллӑ пулӑшу памалли центрсенче вӑй хуракансемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени куҫ кӗретех. Регионта пӗр сӑмахпа каласан, волонтерсен юхӑмӗ вӑй илсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Кӗскен калас пулсан, «кӗмӗл» ӳсӗмри волонтерсен йышӗнче 1,5 пин ҫын вӑй хурать.
Волонтерсем ҫулсерен 200 ытла ыр кӑмӑллӑх акцийӗ, пилӗк пине яхӑн ырӑ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.