Чӑваш Енӗн АПК продэмбаргӗ юлашки 10 ҫута таварсен производствин калӑпӑшне 2 хут ӳстернӗ

Чӑваш Енӗн АПК продэмбаргӗ юлашки 10 ҫута таварсен производствин калӑпӑшне 2 хут ӳстернӗ

Кун пирки юлашки 10 ҫулта агропромышленноҫ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ чухне Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Правительствин Председательне Михаил Мишустина пӗлтернӗ. Республикӑн куравӗпе сумлӑ хӑнасене регион Ертӳҫи тӗплӗн паллаштарнӑ.  Паллӑ пулӑм Раҫҫейри «Ылтӑн кӗркунне» XXVI-мӗш агропромышленноҫ куравӗпе тӳр килсе тӑрать.

Раҫҫей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева республикӑри АПК аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн тата унӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен  туллин каласа кӑтартнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.

 «Чӑваш Енӗн АПК продэмбаргӗ юлашки 10 ҫута таварсен производствин калӑпӑшне 2 хут ӳстернӗ, вӑл  26,9% танлашнӑ. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 3,3 хут лайӑхланнӑ», – тесе пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Асӑннӑ тапхӑр хушшинче тыр-пул туса илесси 1,7 хут, кӗрпесем 10,3 хут (17,3 пин тонна),   пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла консервисем 3 хут (23,8 миллион банка), минераллӑ шыв 2,6 хут (54,3 миллион ҫурӑ литӑр),  мороженнӑй 2,5 хут (4,3 пин тонна), ҫӑнӑх 2,3 хут (154,2 пин тонна) ӳснӗ.

Унсӑр пуҫне икӗ завод хута янӑ, сӗт-ҫу, Шупашкарти аш-какай комбинатне ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ йышши сыр производствисем, аш-какай таварӗсене тирпейлеме май паракан  предприятисем уҫнӑ.

Тӗслӗхрен, 10 ҫул каялла регионта 3-4 тӗслӗ сыр туса кӑларакан пӗртен-пӗр производство ӗҫленӗ пулсан, халӗ 17  предприяти сыр пӗҫерет, 90  тӗрлӗ тавар тирпейлесе халӑх патне илсе ҫитерет.   Асӑннӑ тапхӑрта сыр производствин калӑпӑшне 6 хута яхӑн ӳстернӗ – 1092-рен 6077 тоннӑна илсе ҫитернӗ.

Олег Николаев Чӑваш Ен – хӑмла,  вӑрлӑх суханне, хур-кӑвакал ӳстерессипе ҫӗршывра малтисенчен пӗри пулнине асӑннӑ.  Республика халӑха ҫӗр улмипе, сӗт-ҫупа, пахча ҫимӗҫпе , аш-какайпа – кирлӗ шайра – туллин тивӗҫтернине те асӑннӑ  вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Дмитрий Патрушев Чӑваш Ен ҫӗр улми туса илессипе кӑтартӑва икӗ хута яхӑн ӳстернине палӑртнӑ.  Ҫакӑ регионта вӑрлӑх ӗрчетекен хуҫалӑхсем пуррине пула  пулса пынине асӑннӑ вӑл.  «Паянхи куна   илес пулсан ҫӗр улмине  регионта 38  тӗрлӗ сорт тирпейлесе кӑлараҫҫӗ, вӗсенчен 19-шӗ – Раҫҫей шайӗнче туса кӑларнӑ  сортсем», – тенӗ вӑл  

2014 ҫултанпа таварсене экспорта куҫарассин калӑпӑшӗ 4,7 хут ӳсни сисӗнет.

Тӗслӗхрен, Чӑваш Енре сӗте тирпейлессине икӗ хут ӳстерме тӗллев лартнӑ, ­ 2024 ҫулта - 40%,  2030 ҫул тӗлне  80% таран ӳстерсе пырасси те планра пур. «Регион тирпейлес хӑвата анчах ӳстермен,  ҫӗнӗ йышши таварсем калӑплассипе те хастар ӗҫлет.  Сӑмахран, ультрапастеризациленӗ сӗте Казахстана,  Арменине  ӑсатать. Малашлӑхра ытти регионсенчен пухӑнакан сӗтсенчен те тирпейлесе ачасене валли таварсем калӑплама май паракан производство уҫма тӗллев лартнӑ», ­– тесе ырӑ хыпарсене пӗлтернӗ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ   Михаил Мишустина хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантарса пыма пысӑк тӗрев панӑшӑшӑн тав тунӑ.  «Санкцисем импорт хӑмлине улӑштарма витӗм кӳреҫҫӗ.  Ҫӗршыври  хамӑрӑн таварсене пӗчӗкрех хаксемпе тивӗҫтерме те меллӗ.  Ҫакӑн валли регионта компетенцисен центрне туса хунӑ «Чӑваш Ен – хӑмла туса илмелли центр», унӑн базинче хӑмла ӗрчетессинче тӗпчев ӗҫӗсен анлӑ спектрӗ валли малта пыракан лаборатори инфратытӑмне йӗркеленӗ, хӑмла ҫитӗнтермелли тата тирпейлемелли машинӑсен комплексӗн производствине локализациленӗ»,  – тенӗ вӑл.

2013 ҫултанпа республикӑра хӑмла лаптӑкне 39 гектартан 138 га таран ӳстернӗ,  189 тонна хӑмла пухса тирпейлеме пуҫланӑ.

Чӑваш Ен ял хуҫалӑх аталанӑвӗсемпе «Ылтӑн кӗркунне» куравра юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен паллаштарӗ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫапларах палӑртнӑ: «Ылтӑн кӗркунне» куравра  ҫӗршер ытла стенд.  Апла пулсан, курма пыракансене илӗртме, кӑсӑклантарма ҫӑмӑлах мар.  Килен-каяна явӑҫтарасси пирӗн регионшӑн  йывӑрах та мар тейӗпӗр.  Хӑмла,  вӑрлӑх суханӗ пирки, ялсене валли пӑхса хӑварнӑ  1,5 пине яхӑн пуҫаруллӑ проект, пысӑк калӑпӑшлӑ фермер юхӑмӗ, ҫӗр улми – Чӑваш Ен экспозицийӗнче.  Ӗҫлӗ  килӗшӳсем  ҫирӗплетессисем те планра пур.  Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн пахалӑх конкурсӗсем, пленарлӑ ларусем тата ҫавра сӗтелсем ирттерме  пӑхса хӑварнӑ», – тенӗ вӑл.



10 октября 2024
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter