Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн хаклӑ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатпӑр!

Чӑваш Ен агропромышленность комплексӗнче 18,5 пин ӗҫчен вӑй хурать. Сирӗн ӗҫӗре ҫӗршыври кашни ҫынах пысӑка хурса хаклать – эсир Раҫҫейӗн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр. Республика тӗп апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе хӑйне туллин тивӗҫтерсе тӑрать, ҫав шутра ҫӗр улмипе – кирлинчен 1,8 хут ытларах, сӗтпе  вара – 1,4 хут. 10 ҫул хушшинче сыр кластерне туса хунӑ – сыр туса кӑларакансен шучӗ пӗрререн пуҫласа вун ҫичче ҫити ӳснӗ, вӗсем 90 яхӑн сыр тӗсне туса кӑлараҫҫӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре 770 пин тонна ытла тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ – ку хисеп юлашки вунӑ ҫул хушшинчи вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ҫак ӳсӗме ҫанталӑкӑн ансатах мар условийӗсене пӑхмасӑр тума пултарнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те ҫитӗнӳсем пур – ҫулталӑкри прогноз тӑрӑх аш-какай, сӗт тата ҫӑмарта туса илесси ӳсмелле.

Ҫакӑ пирӗн аграрисен пысӑк ӑсталӑхӗ тата вӗсем хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнни ҫинчен калать. Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра пула республикӑри тата ҫӗршыври тирпейлекен предприятисем хамӑр чӗр тавартан лайӑх пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ продукци туса хатӗрлеҫҫӗ.

Эсир хӑвӑрӑн ырми-канми те пултаруллӑ ӗҫӗрпе регион аталанӑвне тата унӑн ырлӑхне ӳстерсе пырассине калама ҫук пысӑк тӳпе хыватӑр.

Республика Правительстви ял хуҫалӑхне аталантарассине пулӑшса тата хавхалантарса пырать, производствӑна ӑнӑҫлӑн аталантарма кирлӗ майсем йӗркелетпӗр. Регионта «Фермерсен шкулӗ» ӗҫлет, тӗрлӗ професси конкурсӗсем иртеҫҫӗ, грантсемпе субсидисем уйӑрса паратпӑр. Пирӗн патра «Чӑваш Ен – хӑмла туса илекен центр» Компетенцисен центрне туса хунӑ, унӑн никӗсӗ ҫинче хӑмла лартса ӳстерес ӗҫре тӗрлӗ енлӗ тӗпчевсем тумалли малта пыракан лаборатори инфратытӑмӗ ӗҫлет, ҫавӑн пекех хӑмла лартса ӳстермелли, ӑна татмалли машинӑсен комплексне туса кӑларас ӗҫе йӗркелесе янӑ.

Чӑваш Енре тӑван ҫӗре мӗн ачаран юратма хӑнӑхтаратпӑр. Пӗчӗк ачасем агроклассенче пикенсех ӑс пухаҫҫӗ, агролабораторисенче тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчен вӗренсе тухакан ҫамрӑксене вара ҫӗршывӑн пур регионӗнчех хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.

Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем, сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, профессире ҫитӗнӳсем, ҫемье ырлӑхне сунатӑп. Пархатарлӑ ӗҫӗр яланах лайӑх кӑмӑл-туйӑм кӳрсе тӑтӑр, ӗҫ кӑтартӑвӗсем вара хӑвӑра тата Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫынна савӑнтарччӑр! 

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                        Олег Николаев

 



13 октября 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter